Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тимуш чӳречене уҫрӗ те шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр айӗнче Укаҫ тӑнине курчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Мускав ҫывӑхӗнче, виҫӗ хӗвеллӗ сивӗ тӳпе айӗнче, шурӑ пӳс витнӗ пек уйра, вӑл чикӗленсе кайрӗ те пуҫӗпе юр ӑшне тирӗнчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Эпир, строительсем, кӑлтӑксем туса тултарнине пула цехсем вӑхӑтра ӗҫе кӗреймеҫҫӗ, вырнаҫтарса лартман хаклӑ оборудовани ҫумӑр айӗнче юхӑнса ларать.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫухи айӗнчен, ҫанни вӗҫӗсенчен шӑнӑрсем тухса усӑнчӑкрах янахӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ те, вӑрӑм пӳрнисем тӑрӑх шерепеленсе сапаланаҫҫӗ те — йӑлт шӑнӑрсенчен ҫыхса-явса туман-ши ку ҫынна тесе шухӑшлатӑн.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унти гусеницӑллӑ кран стрели айӗнче, таҫтан пӗлӗтрен вӗҫсе ӳкекен хут листи пек курӑнса, панель сулланать.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бригадир «юрӗ, ытлашши шала кӗрсе каяс мар», тенӗн шӑпланать те парӑнса тӑрать, кран стрели айӗнче кӑранташ пек ҫеҫ курӑнакан юпа ҫине хӑрах куҫне хӗссе пӑхать.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Нумай пулмасть-ха пурте йывӑҫ опалубкӑпа ҫеҫ усӑ кураттӑмӑр, — терӗ те вӑл хулӗ айӗнче хӗстерсе тӑнӑ алсишне хатӗр никӗс-стакан кӗтессине хучӗ, ун ҫине мелсӗртереххӗн тӗртӗнсе ларчӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Нумай пулмасть унта та ҫумӑр шывӗ кӳлленсе тӑнӑ ахӑр: строительсем хӑйсен урисем айне урлӑ-пирлӗ хӑмасем пӑрахнӑ, вӑхӑтлӑх кӗпер пеккисем тунӑ; хӑмасем тавра, «кӗперсем» айӗнче ула-чӑла ҫӗр кӗсел пек елперсе-ҫуталса тӑрать.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пӗр-пӗр крыльца ҫинче, паркри сак ҫинче, хапха айӗнче.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хуп-хура куҫ харшисем айӗнче, хура ҫӳҫпе сухал кӑшӑлӗн варринче куҫ шуррисем хура ҫӗр ҫине ӳкнӗ фарфор катӑкӗсем пек сивӗ шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӑмӑр куҫӗсем пысӑк, йӑлтӑркка, тӑрӑхларах пичӗ витӗр курӑнас пек ҫутӑ кӗрен, янахӗ айӗнче ҫинҫе ҫеҫ йӗр авӑннӑ: йӗкӗр янах палӑрма тытӑннӑ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кил хуҫи пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те мӑкӑрӑлчӑкрах ҫамки айӗнче ҫуталакан ҫавра куҫӗсене хӗссе тинкерчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хапха айӗнче лараҫҫӗ унӑн тулли витрисем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Колоннисем тавра вӗтӗ-вӗтӗ туратлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ ҫулҫӑллӑ курӑк явӑннӑ; вӗсен айӗнче, пӳрт кӗтесӗсенче, — улӑх-ҫаран чечекӗсен ҫыххи; вӗсен хушшинче — тӑватӑ чӳречен пӗчӗк ҫеҫ йӗппе, вӗтӗ ҫеҫ ҫиппе ҫыхнӑ чӗнтӗр пек курӑнакан хашакисем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫав чӗнтӗр айӗнчен ҫӳлелле, икӗ еннелле, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ ансӑр хӑмасем хӗвел пайӑркисем пек хӑпараҫҫӗ те ҫивитти хӗррине тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫеҫкесен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ункӑсемпе тӳр кӗтессен ҫурма кӑшӑлӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анаталла анма тытӑнтӑмӑр та — йӑлтӑр ҫуталчӗ йывӑҫсен айӗнче ҫавра кӳлӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫул айккипе икшер рет йӑмра, вӗсен айӗнче пӗрене-хӑма куписем, вутӑ шаршанӗсем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫулла-ҫуркунне сип-симӗс йывӑҫ айӗнче вӗсем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫапах та стена ҫумӗнче, тусан хупланӑ тумтирсем хушшинче, эпӗ ача алли ӳкернӗ картинкӑсене асӑрхарӑм: чӗрчунсем, шатрун тӑрӑллӑ пӳртпе катӑк уйӑх; акӑ тата арҫынпа хӗрарӑм кӗлеткисем, вӗсен айӗнче — шултра саспаллисемпе ҫырнӑ икӗ сӑмах: «Атте-анне».
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вараланса пӗтнӗ, кивӗ, чӑхсем ларакан кашта айӗнче выртнӑ, тейӗн.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.