Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла, пӗлетӗр, ҫынсенчен юлма аванах мар.
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Картишӗнчен аванах илтӗнчӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫырса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Тулли лавсем ҫӑра туратлӑ чӑрӑшсем витӗр аванах ирте-ирте кайрӗҫ.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл ниҫталла та ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах юлташӗсем хӑйпе юнашар пынине аванах сиссе пычӗ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сӑрт ҫинчен айлӑмалла аванах анса ҫите пуҫланӑччӗ, юлашки йывӑҫ тӗмӗн туратне те алӑран ярса ӗлкӗреймерӗм, икӗ лапсӑркка шурӑ йытӑ ман паталла хаяррӑн вӗрсе пычӗҫ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Сӳс сутасси — арҫын ӗҫӗ, — вӗсем ӑна чӑнах сутаҫҫӗ — хулара мар, хулана хӑйсен каймалла, — кунтах, килнӗ усламҫӑсене, лешсем вара тараса ҫук пирки пӗр пӑтшӑн хӗрӗх ывӑҫ шутлаҫҫӗ, — ывӑҫ вӑл мӗнне, вырӑс ҫыннин ывӑҫ тупанӗ мӗнлине раснах вӑл «тӑрӑшнӑ» чухне мӗнлине эсӗ хӑв та аванах пӗлетӗн!
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Кусемпе мӗнле ӗҫлемелле-ши, йывӑрӑшӗпе те аванах таяҫҫӗ.
«Ҫын шучӗ пултӑр тесе илсе кайрӗҫ» // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.10, http://gazeta1931.ru/gazeta/8102-ch-ms-r-chik-sem-35
Аванах ҫӑвӑнӗччӗҫ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах юлташӗсем умӗнчи айӑпне Ленька аванах сисрӗ, ӑна ӑшри совесть канӑҫ памарӗ: вӑл, чӑн та, единоличник пек хӑтланнӑ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗррехинче, ним ҫине пӑхмасӑр утса пынӑ чухне, вӑл кӑштах темле поляк панӑн кӳмме урапи айне пулатчӗ, ларчӑк ҫинче ларса пыракан кучер, питех те вӑрӑм майӑхлӑскер, ӑна пушипе аванах туртса ҫапма ӗлкӗрчӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кушак ӗнтӗ тилӗ ҫав тери пысӑк суеҫӗ те таҫта кӗрсе тухма та пултаракан чее чӗрчун иккенне аванах пӗлсе тӑрать.Кошка уже не раз слыхала, что лиса великая мошенница и проныра хитрейшая.
Тилӗпе кушак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах Лёньӑпа пӗрле ҫӳреме аванах мар Нинӑна.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫав бутылкӑсене те, унӑн йӳле янӑ йӑрӑм-йӑрӑм хура пиншакне те, табак саратнӑ пӳрнисене те эпӗ аванах астӑватӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӗсем аванах тыткалама пултараҫҫӗ.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗр-пӗр Винкельрид — каллех ҫав ухмахах пулнӑ, пулас… ытах вӑл хӑйӗн ӑшне импери сӑннине чиксе лартман пулсан, швейцарецсене аванах хӗртнӗ пулӗччӗҫ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ, ӗҫес килсен, хамӑннипе те аванах ӗҫетӗп…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах Ежов калаҫӑвӗсем Фома чӗлхине пуянлатнӑ, халӗ вӑл хӑй те хӑш чухне хӑш-пӗр шухӑша аванах ҫӑмӑллӑн, ҫивӗччӗн вӗҫлесе хуракан пулнӑ, — ҫакна асӑрхаса, хӑй те савӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Юрать — аванах хирӗҫлерӗн!
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Куратӑп ӗнтӗ — сӑнтан та, ыттинчен те паллӑ: пурнӑҫу аванах пулман! — каланӑ Фома, юлташӗн пурнӑҫӗ те хӑйӗнни евӗрех тутлӑ марришӗн кӑмӑллӑ пулса.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Любовӗн ачашлас-тӑвасси питӗ те сайра пулкаланӑ: пӗччен старик ун пек чух яланах ҫемҫелсе кайнӑ, чӑнах та вӑл ачашлӑха хирӗҫ нихҫан та ачашпа ответлемен, анчах, ҫапах та, ун пек кӑмӑлӑн хакне аванах туйнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.