Поиск
Шырав ĕçĕ:
1945 гектар кӗрхи тулӑ, 591 гектар ыраш акнӑ.
Йӗпе ҫанталӑк чӑрмав кӳрет // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d0%b9e%d0% ... %b5%d1%82/
110 гектар ҫинчен рапс,1061 гектар ҫинчен куккурус пуҫтарса илнӗ, 4607 гектар кӗрхи ҫӗртме тунӑ.
Халӑха явӑҫтарма тӑрӑшмалла // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/
Йывӑҫсем тӑрринче пӗр чарӑнмасӑр кӗрхи ҫил кашлать.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫхи тӳпе тӗксӗмленсе ҫитет, шӑналӑкпа пӗркеннӗ пек, кӗрхи уй тӗслӗ ула-чӑла пӗлӗтсемпе витӗнет.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрхи варкӑш ҫил ҫӳҫсене хускатать…
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Инҫетре, ирӗкре кӗрхи Атӑл кашлать, чӑвӑш ялӗсенче ҫурҫӗр автанӗсем шарлаттарса авӑтаҫҫӗ, пӗчӗк уҫланкӑра лӑпкӑ та тӳлек.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӑч тӗттӗм кӗрхи каҫ.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ури айӗнче кӗрхи ҫӗр тӳплетсе пырать, хӑлхисенче ҫил шӑхӑрать.Ноги отсчитывают частые глухие шаги по осенней земле, в ушах свистит ветер.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сасартӑк икке пайланнӑ пек, вӑл нимскер асӑрхамасӑр кӗрхи тӗттӗм уялла утать, анчах шухӑшӗсем ҫаплах Ультуҫ инкепе калаҫаҫҫӗ, палламан старике тӑнлаҫҫӗ, Савтепи тенкисем чӑнкӑртатнине итлеҫҫӗ.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрхи чӗпӗ пек, пуҫне чалӑштарнӑ та, никам ҫине те пӑхмасть…Ишь, и головка не держится, набок валится, как у позднего цыпленка, не смотрит ни на кого…
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрхи кунӑн турти кӗске.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Савтепи пиллӗке кайсан, пӗр кӗрхи тӗттӗм каҫ, вӗсем патне ҫӗтӗк тум-тирлӗ майра пырса кӗнӗ.Когда Савдеби исполнилось пять лет, темным осенним вечером в дом вошла оборванная худая женщина.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрхи чӳклеме пуҫланас кун Ухтиван пӗрремӗш хут урама тӑрса тухрӗ.В этот осенний ноябрьский день Ухтиван впервые поднялся и вышел на улицу.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ыйхӑ витӗр кӗрхи вӑрман ҫилпе пӗрре хаш сывласа илет те каллех ҫывӑрса каять.Сонный лес вздохнет шумно вместе с ветром и снова погружается в дремоту.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чуна кӗрхи ҫара вӑрман шӑрши ҫапать, чӗрене уҫӑлтарса ярать.Мигабар вдруг явственно ощутил свежесть осеннего леса, задышал легко, свободно.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унта килти выльӑхсем ҫеҫ мар, тепӗр чухне, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче, пӑшисем вилес умӗн чун хавалӗпе кӑшкӑрни те илтӗнкелет.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӳпе таса, вӑрман шӑпланчӗ, Ав, яланхи пек тӗрӗлет Кӗрхи куна хӗвел канмасӑр…
XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кӗрхи пӑч тӗттӗм нӳрлӗ каҫ, Хӑйне хураллакан сив шӑплӑх…
XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ман чӗрере кӗрхи ҫанталӑк — Ҫӑвать пек ҫумӑр лӑс та лӑс».
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кӗрхи ҫӗр вӑрӑм; тӗттӗмре Хӑратӑн палӑрнӑ тӗмрен.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.