Поиск
Шырав ĕçĕ:
ӳпкеленине (тĕпĕ: ӳпкеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Хӑй килӗнче хӳтлӗх паракантан ят илтесси, унран кивҫен илнӗ чухне ӳпкеленине тӳсесси туйӑмлӑ ҫыншӑн йывӑр вӑл.31. Тяжел для человека с чувством упрек за приют в доме и порицание за одолжение.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑн мӗн тума кӑмӑлу пур, ман тӗлӗшрен ҫавна ту; чунӑма илме хуш, пӗтем те тӑпра пулса выртам: пурӑниччен вилни авантарах маншӑн, мӗншӗн тесессӗн хама тӗрӗс мар ӳпкеленине илтетӗп, ӑшӑм ҫунса тухать! Ҫак йывӑрлӑхран хӑтарса, ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна куҫарма хуш мана, Хӑвӑн сӑнна ан пытарсамччӗ манран, терӗм.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр, 7. ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2