Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫара уран Сӗве хӗрринче чупнисем, шывра чӑмпӑлтатнисем, ӑмӑртмалла ишнисем нихӑҫан та манӑҫмаҫҫӗ пуль вӗсем.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Хӑй ҫуралса ӳснӗ Отиккӑвӑ ялӗнчи ҫамрӑксемпе пӗрле ӑмӑртмалла тенӗ пек ӳт-пӗве пиҫӗхтернӗ.
Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport
Дояркӑсем мӑйӑрсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла пыра-пыра илеҫҫӗ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Магдальпе Валя пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла шыва чӑмпӑлтаттара пуҫларӗҫ.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Киле тесен, пурте ӑмӑртмалла васкаҫҫӗ вӗсем…
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унтан Санюк патне ҫитиех ӑмӑртмалла чупрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пӗр-пӗрин ӳкерчӗкӗсене курса ӑмӑртмалла ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/
Пӑши Павӑлӗ те пиҫенсемпе анраҫарӑксене унпа ӑмӑртмалла эхлетсех тӑпӑлтарать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
— Эй, амӑшне ӑмӑртмалла ӗмеҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ачасем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла васкаса, Пазухина самантрах хывӑнтарчӗҫ, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнтартрӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ун хыҫҫӑн Иванов, кайран ыттисем те пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла сӗрме купӑс, тӑмра тума пикенчӗҫ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Майрасем ун улмине, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса тенӗ пекех, ӑмӑртмалла туянаҫҫӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫынсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акӑ тулли грузовиксем самолетсем ҫумне пырса ларчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртмалла ӗҫлеме пикенчӗҫ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫав самантрах, шӑпчӑксемпе саркайӑксем ӑмӑртмалла юрра шӑрантарнӑ чух, тата вӗсен хушшине куккук сасси хутшӑнсан, сана юмахри тӗнчене илсе ҫитернӗн туйӑнать.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Уроксем пӗтсенех, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла чупса киле таврӑнаттӑмӑр.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Вӗсем, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла васкаса, Ҫтаппан урисене тенкел ҫумне ҫыхса хучӗҫ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫаплах ӗнтӗ, пӗр класра вунпӗр ҫул туслӑн, ӑмӑртмалла вӗренни, пӗрлехи ӗҫсене хутшӑнни ачасене пӗр ҫемьене ҫавӑрать.
Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne
Вара, ӑмӑртмалла тенӗ пек, иккӗш те сиккипе малалла вӗҫтерчӗҫ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.