Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтӑрлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑлтӑрлӑ (тĕпĕ: ҫӑлтӑрлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам интересленсе вуламан пулӗ писатель Ҫӗпӗр партизанӗсем ҫинчен ҫырнӑ «Тайга паттӑрӗсем», «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк», «Ункӑран», «Ҫулӑм витӗр» «Партизансем», «Директор», «Икӗ вӑй» калавсене!

Помоги переводом

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

— Ҫак пилӗк ҫӑлтӑрлӑ коньяк та пулмасть, — тӗртсе илчӗ Павӑл.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Каҫ ытла та илемлӗ, — терӗ летчик тепӗр самантран, унтан, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине пӑхса, ҫапла хушса хучӗ:

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Салтак тумӗпе, ҫӑлтӑрлӑ картуспа.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.

Помоги переводом

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗри, шофер вырӑнӗнчи, 30 — 35 ҫулсенчискер, «граждански» тумланнӑ, тепри, унпа юнашар лараканни, куҫлӑхлӑскер — милици кӗпипе, унӑн хул пуҫҫийӗсем ҫинче — майор погонӗсем, пуҫӗнче — ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ карттус пулнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Юхан шыв хӗрринчи хулӑнрах курӑклӑ вырӑна Шанаровсем ҫӑлтӑрлӑ хура ӗнине вӗренленӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ салтаксем кашни утӑм ҫӗршӗн хытӑ тӑраҫҫӗ, анчах тӑшман эрне хушшинче Войницӑна илнӗ хыҫҫӑн шалаллах сӗкӗнет.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шап-шурӑ, йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӑлтӑрлӑ тум.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ самолета куртӑм…

Я видел самолет с красной звездой…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пуҫ ҫийӗнче кайӑк хур картиллӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унсӑрӑн та вӗсем кӑмӑлӗсем пӗр-пӗрин умӗнче ҫак ҫӑлтӑрлӑ тӳпе пекех тасине лайӑх ӑнланчӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ыйтусене ҫӑлтӑрлӑ артиста пама май пулчӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

Ҫӑлтӑрлӑ артистсемпе пӗрле сцена ҫине Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те тухрӗҫ: Вӑрнарти 2-мӗш шкулти «Ҫӑлтӑрчӑк», «Санар», «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗсем тата «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ.

Помоги переводом

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

«Живая планета» шоу-балет, «После 11», «Сибирский калейдоскоп», «Россияне», «Братья Бондаренко» ушкӑнсем, Анна Кузьмищева, Евгений Гор, Юлияна Кривошапкина, Азамат Алакаев ҫӑлтӑрлӑ солистсем те куракансен чӗрисене савӑнӑҫпа тултарчӗҫ.

Помоги переводом

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Аспар ҫӑлтӑрлӑ каҫсенче ҫар ӗҫне вӗренме юратрӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кио артист, илемлӗ пурҫӑн хитон тӑхӑннӑскер, пуҫне темиҫе хут авраса чалма ҫыхнӑскер, юмахри магараджа-князь пек курӑнать. йӑлтӑркка шуҫтанкӑсемпе илемлетнӗ пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пек ялтӑрать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ шлем тӑхӑнатӑн, — ӑнлантарчӗ Паймук.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней