Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑкри (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (13-20°С), чи ӑшши — авӑн уйӑхӗ (18-26°С).

Самый холодный месяц года — январь (13-20 °C), самый тёплый — сентябрь (18-26 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Туй вӑхӑтӗнче, чӑвашсен вӑл эрнипех пырать, пысӑк тӳшек ҫине Ваҫилен хаваслӑ тусӗсем ҫулталӑкри ачана хураҫҫӗ, хӗрарӑмсем юрла-юрла ачана кимӗ ҫинчи пек ярӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулталӑкри чи кӗске каҫ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла ҫитеспе ҫак хӑрушӑ хыпара районтан ял Совечӗн председателӗ Максим Малышкин, халӑхра ӑна Малюҫ теҫҫӗ, илсе килчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку вӑхӑт пушӑ хирте пурӑнакансемшӗн ҫулталӑкри чи йывӑр вӑхӑт.

Самое трудное для жителей пустыни время года.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку ҫулталӑкри чи илемлӗ вӑхӑт.

Это самое красивое время года.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Тӗслех, Мускав ҫывӑхӗнче ҫулталӑкри тӗрлӗ вӑхӑтсенче пӗрмай пулакан ҫанталӑка пӑхса тухар.

Для примера рассмотрим, какая погода является обычной для разных времен года под Москвой.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ҫанталӑка нумайччен сӑнаса пурӑнсан, акӑ мӗн курма пулать: ҫулталӑкри кашни вӑхӑтӑн хӑйне уйрӑм ҫанталӑк пур, яланах пӗр майлӑ пулса пыракан ҫанталӑк пур.

Но если продолжительное время вести наблюдения над погодой, то можно заметить, что каждое время года имеет свою погоду, погоду обычную, погоду, которая чаще всего повторяется.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

7. Пӑр ҫулталӑкри хӑш вӑхӑтра ҫӑвать?

7. В какое время года падает град?

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сентябрӗн 1-мӗшӗ - ҫулталӑкри чи чаплӑ та хумхантаракан уявсенчен пӗри.

1 сентября – один из самых торжественных и волнующих в году праздников.

Аван-и, шкул! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ul-3415040

Ҫынпа паллашма, савнипе тӗлпулӑва кайма ҫулталӑкри чи лайӑх вӑхӑт халӗ.

Лучший период в году, чтобы познакомиться с кем-то или сходить на свидание с вашей половинкой.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Курӑка хатӗрлемелли чи лайӑх вӑхӑтран пӗр кун кая юлни те ӗнен ҫулталӑкри продуктивлӑхне 180 килограмм таран чакарнине шута илмелле.

Помоги переводом

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Утӑ уйӑхӗн ҫурри иртрӗ те ӗнтӗ, кӗҫех ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн ҫулталӑкри чи хӗрӳ вӑхӑт — вырма — пуҫланать.

Помоги переводом

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Ҫулталӑкри пушарсенчен сахалтан та сакӑрвун проценчӗ ҫуллахи вӑхӑтра тухать.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫакӑн пек апатпа тӑрантарни выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫулталӑкри тухӑҫлӑхне палӑрмаллах чакарать.

Помоги переводом

Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/

Ҫулталӑкри обязательство миҫе килограмм?

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Кунпа пӗрлех вӑл хӑмлаҫӑсен ҫулталӑкри ӳсӗмӗсемпе паллаштарса чуна савӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Унӑн ҫулталӑкри хӑвачӗ — 150 пин- кубометр бетон…

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель-2023» конкурс ҫӗнтерӳҫи вара Михаил Зыков тивӗҫлӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет.

Старейший дуб Моргаушского района вновь участвует в национальном конкурсе «Дерево года» за возможность занять первое место.

Муркаш районӗнчи юман каллех конурса хутшӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34919.html

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх пайӗнче ӗҫлекенсене субсиди мелӗпе 968,0 млн тенкӗ уйӑрса панӑ, ҫакӑ ҫулталӑкри планран 30,7 процент пулать.

Помоги переводом

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней