Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килӗшрӗм эпӗ, — ҫывӑхах пуканпа пырса ларчӗ ывӑлӗ.
Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эсир халӗ ҫывӑх тата ҫывӑхах мар ҫынсене пула ӑнӑҫлӑ пулатӑр.Вы будете успешным сейчас благодаря вашему близкому и дальнему окружению.
36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сӗлхе текен хура кайӑк ҫынна ҫывӑхах ярать, ик-виҫ утӑм юлсан тин, кӑвакарчӑн пысӑкӑшскер, сасартӑк ҫунат ҫапса ярать те, ҫынна шартах сиктерсе, вӗҫсе тарать.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӗсем пынӑ ҫӗртех малтан чавса хатӗрленӗ шӑтӑксене пырса тӑрӑнаҫҫӗ те — тухаймаҫҫӗ, ӳпӗнсе каяҫҫӗ, тухаймасӑр чаваланаҫҫӗ, е вӗсем чаваланнӑ вӑхӑтра вӗсене салтаксем ҫывӑхах пырса гранатӑпа чыхӑнтараҫҫӗ…
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫывӑхах мар пулас унта ҫуран утма, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче Данил Макарович пӗр-икӗ хутчен тӑрса сывлӑш ҫавӑрчӗ, пӗр виҫҫӗршер метр каймассерен чарӑнса нитроглицерин хыпрӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
— Эппин, кӳршӗсем-ҫке эпир! — ман ҫывӑхах пырса тӑчӗ художник.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Анчӑк ун еннелле пӑхса илчӗ те, хӑюланса, ман ҫывӑхах килчӗ, паҫӑрхинчен те хыттӑнрах «ятлаҫа» пуҫларӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Григориу ӑнлантарса пама тытӑнчӗ кӑна, ҫывӑхах «Волга» машина ҫитсе чарӑнчӗ те унтан ҫӳллӗ арҫын тухрӗ, кафе еннелле утса килчӗ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсан, каччӑпа хӗр пирӗн ҫывӑхах килсе тӑчӗҫ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шаннӑ кайӑк йӑвара ларман тесе ахальтен каламан ваттисем: ыратакан шӑлне Сулагаев Хусахматри больницӑна ҫӳре-ҫӳре сиплеттернӗ, ҫулӗ унта ҫывӑхах мар, виҫӗ ҫухрӑм ытла.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Автовокзалтан перекет кассине ҫывӑхах мар: мӗнпур кукри-макрине шутласан пӗр ҫухрӑм ытлашшипех пулать.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Пинер вӗсен патне ҫывӑхах шуса пычӗ те уйӑх ҫутинче курах кайрӗ: ҫыран хӗрринче ҫыхса пӑрахнӑ хӗр выртать.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пирӗн ҫывӑхах ҫитсен, атте пирӗнпе ӑшшӑн сывлӑхлашрӗ (пирӗн шуйхӑнчӑк сӑн-пите асӑрхаса, тен, пире лӑплантарас тесе ҫапла турӗ?), унтан ҫӗмӗрт кӗттине тулаш енчен те, шалтан та тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ялӗ кунтан ҫывӑхах мар, пилӗк ҫухрӑм таранах пулать…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Чим, тӑхта, — терӗ дьяк Северьян патне ҫывӑхах пырса тӑрса.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӳтлӗхе вӑл хӑйӗн пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ пальтине сарать, ҫывӑхах пӗчӗк валашка лартать.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Ҫывӑхах эпир те пытӑмӑр, Утӑмшар кӑна, тен, тумалла — Пӗр йӗре ӳксе орбитӑмӑр Вӗҫсӗр савӑнтартӑр кӑмӑла.
Шевле акар // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.
Малта курӑнакан яла ҫитме пӗр-икӗ ҫухрӑм, халь тухнӑ ял та унтан ҫывӑхах мар.До деревни, видневшейся впереди, — версты две, до той, откуда он ушел, — тоже не меньше.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Салакайӑк алӑкри шӑтӑк патне ҫывӑхах пырса тӑчӗ.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Инженерпа Ятман ҫакна асӑрхарӗҫ: иртен-ҫӳренсем лавӗсене чарнӑ та виҫӗ ял халӑхӗ ӗҫленине хӑйсен ураписем ҫине хӑпарсах пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем, лавӗсене хӑварса, ҫывӑхах килсе тӑнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.