Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сайра тӑман юлхавлӑн пӗтӗрӗнет.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӳлесен, вӑл пӗрене ҫине хӑпарчӗ те, шӑчӑран тытса, калакӗсене пӗртикӗссӗн те юлхавлӑн ҫӗклесе антарнипе тӑп-тӑрӑ шыв тумламӗсене йӗри-тавра сирпӗтекен кустӑрма патӗнчен иртсе кайрӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тинӗс юлхавлӑн чӑмпӑлтатни илтӗнме пуҫларӗ.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
— Каламастӑн, — терӗ юлхавлӑн Дэвид.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Йытӑ вӗрнипе вӑраннӑ Фатыма та юлхавлӑн карӑнса илчӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лелюков картта ҫывӑхне кукленсе ларчӗ, аллине гимнастерка кӗсйине юлхавлӑн чикрӗ, кӗсйинчен кӑвак каранташ, сумкинчен тӑшман чаҫӗсем чакса кайнине ӳкернӗ схемӑна кӑларчӗ, пире хӑйӗн патнерех куҫса ларма чӗнчӗ те, майӗпен сулкаланса тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче пружина ҫинчи пек сиккелесе, темиҫе минут хушши чӗнмесӗр ларчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Варринче ҫеҫ шыв юлхавлӑн шӑнкӑртатса выртать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Красноармеец хӑйӗн сӑмала ҫиппи йӗррисем юлнӑ типшӗм аллине юлхавлӑн ҫӗклесе питҫӑмартисем ҫинчен тем шӑлса антарчӗ те куҫӗсене сӗлтсе куҫхупанкисене хупса лартрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Засадӑна кӗтмесӗр, никам йышӑнман ҫӗр тӑрӑх пыратпӑр пулӗ тесе, салтакӗсем ушкӑнпах юлхавлӑн, пӗшкӗнсе малалла утнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Вара, халлӗхе юлхавлӑн, чарӑнкаласа пулин те такам ҫул ҫине пенине ӑнланса илтӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗкме хӳмесем айӗнчен йытӑсем юлхавлӑн вӗркелесе илеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗтре таврари йывӑҫ пахчисене лаппӑшпе хупласа илсе, ҫӳлте, мана курӑнман хӗвел пайӑркисен айӗнче шӑранса ирӗлнӗ пек, катрам-катрамӑн юлхавлӑн чӳхенкелесе тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ура ҫине тӑчӗ те вӑл, аллисене ҫӳлелле тӑратса, юлхавлӑн карӑнса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кушак аҫи тутӑ пит-куҫне юлхавлӑн силлекелесе шӑшие ҫисе ячӗ…
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫынсем хуллен те юлхавлӑн тӗрлӗ еннелле утса кайрӗҫ.
Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫапла каласа полковник ӑна юлхавлӑн хут тӑсса пачӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Антенна ҫинчи пӗчӗк ялав юлхавлӑн усӑнса пырать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӑма урай айӗнче пысӑках мар хумсем юлхавлӑн шавласа ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Йытӑ ун аллине юлхавлӑн ҫуласа илчӗ те, хӳрине пӑлтӑртаттарса, айккинелле парӑнса кайрӗ.Пес лениво лизнул его руку и, вильнув хвостом, отошел в сторону.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ӳсӗрте хӑр-хар калаҫма юратакан слуги ӑна юлхавлӑн ҫӗнӗ сюртук тыттарчӗ (киввине, штабс-капитан ӑна бастиона кайнӑ чух тӑхӑнаканччӗ, сапламан пулнӑ).
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.