Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӳтлерӗ (тĕпĕ: шӳтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валерия Ивановна кунта та туйрӗ: летчик епле шӳтлерӗ пулин те, ҫавна тума ӑна ун чухне тӑршшӗпех ҫӑмӑл пулмарӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Упӑшки вара сылтӑм аллипе ӑна хулӗнчен тытрӗ те, суллахаййипе хӗвеланӑҫнелле тӑсса, ҫапла шӳтлерӗ:

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сухалшӑн карчӑк та ятламасть, ыталасах выртать, - шӳтлерӗ ватӑ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пире те кил хуҫи сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, ҫав хушӑрах тата, сунарта хӑй курнӑ-илтнӗ ӗҫсем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ мыскарасене аса илсе, чарӑна пӗлми шӳтлерӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Ну, мӗнле, шӑхӑрма пултаратӑн-и халь? — шӳтлерӗ вӑл пӗчӗк ачалла сассине вылятса; мӑлатук ҫапакансем ӗҫлесе ӗшеннӗ хыҫҫӑн сывлӑш ҫавӑраймиех ывӑнни ҫинчен нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ вӗт-ха.

— Ну как, посвистеть сможешь? — пошутил он игриво-мальчишеским тоном: было известно, что после выбивания «дроби» молотобойцы не могут обычно даже дыхание перевести.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эс ӑна эрех ярса пар, ӳсӗрӗлтӗр, — шӳтлерӗ Василий Викторович.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эсӗ мӗн ытла та ир вӗҫтерсе килнӗ вара? — шӳтлерӗ Тимаҫ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Паянах баржа ҫине каймастӑн пулӗ те?.. — арӑмӗ хутне кӗрсе шӳтлерӗ Михха.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Качча каймастӑр? — малалла шӳтлерӗ Аркади.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васкакан упӑшкинчен савӑнман тенине илтмен-и эсир? — шӳтлерӗ Аркади.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мунча йӳҫҫине ҫеҫ хӑвалатӑп, — каллех шӳтлерӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальхи хӗрсем питӗ тиркеҫҫӗ вӗт, — шӳтлерӗ Исаков та.

Нынешние девушки очень привередливы, — пошутил и Исаков.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Сана тимӗрҫӗ лаҫҫинче пурпӗрех мар-и? — шӳтлерӗ Ятман.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑвӑн пӳртне ҫутӑ кӗртмесӗр хӑварасран хӑратӑн эппин? — шӳтлерӗ Ятман.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сирӗн вара, вырӑссен, ырлӑх кӳрекенни виҫӗ питлӗ турӑ ҫеҫ, ыттисем ӑна пулӑшаканӗсем, — шӳтлерӗ Эльгеев.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тен, Якимӑн та пӗр-пӗр гени ӳсӗ! — шӳтлерӗ Павӑл.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эппин, Хусана ярлӑк илме каяс пуль? — шӳтлерӗ вӑл.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавна асра тытса, Шевле Хусантан килнӗ артистсене хӑй тавра пухрӗ те, туй пуҫӗ пек пулса шӳтлерӗ:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вилӗм шӳтлерӗ

Смерть пошутила.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна вара, Петрония шухӑшӗпе, питех те пысӑк хисеп тунӑ: «Унпа мӗнлерех чиперскер, сумлӑ дамӑсен кавалерӗ, шӳтлерӗ те…».

Ей же, по мнению Петронии, была оказана великая честь: «такой красавец, кавалер важных дам, изволил с ней пошутить».

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней