Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑршӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шӑршӑллӑ (тĕпĕ: шӑршӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле хӑйне евӗрлӗ шӑршӑллӑ: унта тыр-пул, панулми, паланпа пилеш, тӗтӗмпе ҫӑкӑр шӑрши пӗрле хутӑшнӑ пек.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ырӑ шӑршӑллӑ тӑкӑрлӑк юмах тӗнчине илсе каякан тӗлӗнтермӗш аллея пек туйӑнать.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Мӗне кирлӗ мана хитре, ырӑ шӑршӑллӑ, анчах чӗмсӗр чечек тӗнчи?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑш чуна ҫӳҫентерсе илет, кӗлеткене ҫӑмӑллатса ярать.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗртен — те лайӑх шӑршӑллӑ супӑньпе ҫӑвӑннӑран, те кӗпине анчахрах утюгпа якатнӑран — темӗнле калама ҫук ырӑ шӑршӑ кӗрет!..

А этот аромат не то душистого мыла, не то свежевыглаженного белья! Ее аромат…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пур хитре чечек те тутлӑ шӑршӑллӑ мар.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Мӗншӗн ырӑ шӑршӑллӑ пулас мар пахчан, Лукерья Семеновна.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗсем вара пуканесене сиплӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксенчен ӑсталама вӗрентрӗҫ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Ача чухне шыва кӗнӗ кӳлӗ, ҫырлана е кӑмпана ҫӳренӗ вӑрман, лаша ҫитерме кайнӑ вӗтлӗх, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫеҫкесемпе, кӑшкар утипе тата ҫерҫи кӗпҫипе тулнӑ ҫаран…

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ киле тутлӑ шӑршӑллӑ симӗс утӑ ҫине ларса таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан усал шӑршӑллӑ шыв Кайбулка ҫырмине сӑрхӑнса анать, сывлӑша пӑсать.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫине-ҫинех тӗксен йывӑҫ чӗтресе кайни ҫулҫӑсенчен палӑрчӗ, пирӗн ҫине сывлӑм тумламӗсем ӳккелерӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ шап-шурӑ чечексем тӑкӑнчӗҫ.

Мы качнули: дерево задрожало листьями, и на нас закапало с него росой, и посыпались белые, душистые лепестки цветов.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Ҫапах та, хура ҫӑкӑрсӑр ӑш канмасть — килех таврӑнас килет, тӑван яла кайса, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫӑкӑр сӑмси ҫисе курас килет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шухӑшӗ ют шӑршӑллӑ пулсан та, тӗрӗс ҫырать ку ҫын.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ундрицов хыҫҫӑн Эльгеев та пирус чӗртсе ячӗ, анчах пирус тӗтӗмӗ, тутлӑ шӑршӑллӑ пулсан та, махорка пекех ӳсӗрттерет.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Махорка мар — темиҫе пачка тутлӑ шӑршӑллӑ пирус пачӗҫ, вӗсене илмесӗр чун тӳсмерӗ Павлушӑн.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ах, мӗн тери тутлӑ шӑршӑллӑ!

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эп тахҫанах калатӑп ӑна: эс, Соня, пирӗн йӑха пӑхнӑ тетӗп, — амӑшне тутлӑ шӑршӑллӑ пирус чӗртсе панӑ хушӑра каларӗ Баратынский.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней