Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шаккаса (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урам хуралҫи шакӑрчине сасартӑк шаккаса яни вӗсен сехрисене хӑпартрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем черккисене шаккаса ӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пиҫнӗ-пиҫмен панулмисене шаккаса ан пӗтерӗр.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Вӗҫелис аквариумри ӳсен-тӑран хушшинче тӗлӗрекен пулӑсене кантӑкран шаккаса «вӑратнӑ» май, «Чӗрӗ-и эсир унта, вилмен-и?» — тесе мӑкӑртатать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ӑна пысӑк мӑлатукпа тимӗр каркаса шаккаса янратни хупласа хучӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шут шӑрҫисем шаккаса ларса ахалех ҫӗрсе пурӑнатӑн, — терӗҫ.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Борис Кузьмич тортне сӗтел ҫине хучӗ, Иван Алексеевич икӗ фужер «пепси-кола» тултарчӗ, шаккаса шалтах ӗҫсе ячӗҫ.

Помоги переводом

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Чекистсем хӗрсем хӑйсем ҫыпҫӑнчӗҫ тесе тӳрре тухма хӑтлансан та офицерсене хытӑ шаккаса асӑрхаттарнӑ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савни-им? — шаккаса вӑрҫать пуҫлӑх хуралҫа.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑл сулахай аллине малалла тӑсрӗ те сылтӑм аллин пӳрнисемпе сехет кантӑкӗнчен шаккаса илчӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та вӑл кабинет алӑкӗнчен шаккаса пӑхать.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловӑн алӑкран шаккаса санитаркӑна вӑратма, ӑна укҫа тыттарса хӑйсем Ригӑна кайни, юлашки электричка ҫине ларма ӗлкӗрейменни ҫинчен мӑкӑртатса илме тиврӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ферма заведующийӗпе Тунькка тумтирӗсене шаккаса типтерленчӗҫ те икӗ енӗпе те шап-шурӑ хурӑнсем ӳстернӗ тӳп-тӳрӗ аллея тӑрӑх утрӗҫ.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр хут тав туса, шаккаса ӗҫме хатӗрленчӗҫ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тумтире шаккаса тасатнӑ чухнехи пек ҫеҫ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Капла шӑнса тӑрса пулмасть. Тата хытӑрах шаккаса пӑхам-ха», — терӗ ӑшра Мустай.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Икӗ хутчен те, виҫӗ хутчен те шаккаса пӑхрӗ Павӑл.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Манӑн ку чи хулӑн тимӗртен авнӑскер, — шаккаса кӑтартаҫҫӗ ыттисем.

Помоги переводом

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

«Ку ӗҫе ан пӑрах. Хӑвна ху тупрӑн ӗнтӗ», — мухтаса та шаккаса калатчӗ вӑл мана.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Андронов хуллен шаккаса пӑхрӗ — сас пулмарӗ.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней