Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑрмантарма (тĕпĕ: чӑрмантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никам та, ыйту парса, ӑна чӑрмантарма хӑяймарӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑв юрӗ-ха, Лена хӗрӗме чӑрмантарма кирлӗ марччӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лена стройкӑри ӗҫ пирки Василий Петровичпа ҫак самантрах калаҫса пӑхас тенӗччӗ, анчах ҫула кайма хыпалансах пуҫтарӑнакан хӗрсене чӑрмантарма хӑймарӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫук, ҫук, хӗрӗм, чӑрмантарма кирлӗ мар.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каллех чӑрмантарма килет.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, Петр Петрович, сире питӗ пысӑк ыйтупа чӑрмантарма килтӗм.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Надежда Константиновна, эпӗ Чӗмпӗртен. Каҫарӑр та, пӗр минутлӑха та пулин чӑрмантарма юрать-и сире?» — тетӗп.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир вӗсене ҫапла хушса ӑсатрӑмӑр: «Ленин йывӑр чирлӗ пулсан, курса чӑрмантарма ан тӑрӑшӑр, тутарсен пысӑк хуйхи ҫинчен те ан пӗлтерӗр, хӑвӑр кучченеҫсене парӑр та, чӑвашпа тутар халӑхӗнчен салам каласа, хӑвӑртрах сывалма сӗнӗр, вара каялла килӗр», — терӗмӗр.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп ӑна чӑрмантарма шутламарӑм, ӗҫ хатӗрӗсене йӑтса, Машавӑш шывӗ хӗрринелле утрӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пулӑшас вырӑнне вӗсем мана чӑрмантарма пӑхаҫҫӗ, ятама ярса ҫӳреҫҫӗ.

Вместо того, чтоб помочь, только и норовят помешать, имя мое ославить.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑрмантарма кирлӗ-ши сана, Нургали?

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ ӳсӗмри тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрӑр: вӗсене татса памалли ыйтусем пур, анчах сире чӑрмантарма шикленеҫҫӗ.

Уделите внимание старшему поколению: у них есть проблемы, но они боятся вас тревожить.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна халӗ пулӑшу кирлӗ мар, чӑрмантарма та юрамасть.

Помоги переводом

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑрмантарма килменччӗ эпир, Екатерина Алексеевна.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Господин профессор, ыйтса чӑрмантарма ирӗк парсамӑр, час сывалӗ-ши ман аппа? — ыйтнӑ Эльгеев профессортан.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ӑна чӑрмантарма май ҫукчӗ.

Но нельзя было помешать ему.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Манӑн сирӗнпе хӑвӑр патӑрта кӑмӑлӑмпах калаҫмаллаччӗ те… анчах сире уҫӑлса ҫӳренӗ чухне чӑрмантарма тивет.

— Я охотнее заговорил бы с вами у вас, чем мешать вам в ваших прогулках.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Манӑн кӗлеткем пульля кирлӗ тӗле ҫитмешкӗн чӑрмантарма пултарать.

Мое тело может помешать пуле достигнуть своего назначения.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунашкал ҫамрӑкшӑн чӑрмантарма та кирлӗ мар.

Не стоит из-за такого мальца тревожить.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Вӑл Амстердам бриллиантҫисем патӗнче те чӑрмантарма пултарӗччӗ, — евитлерӗ Баркет самаях мӑнаҫлӑн, ҫураҫнӑ паллӑ хӗрпе пӗр ҫӗр-шыв ҫынни пулнӑшӑн халӗ вӑл хӑйне телейлӗ туять.

— Она могла бы наделать хлопот даже у амстердамских бриллиантщиков, — заявил Баркет с гордостью человека, имеющего счастье быть соотечественником знаменитой невесты.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней