Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӳтӗлени (тĕпĕ: хӳтӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Ленинград ҫыннисем хулана паттӑрла хӳтӗлени ҫинчен каласа парать, пурне те фронта пулӑшма чӗнсе калать.

Рассказывает о героической обороне Ленинграда и призывает всеми силами помогать фронту.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эпӗ унран тата пӗр япала пирки ыйтса пӗлесшӗнччӗ: «Ученӑя хӳтӗлени» статья пирки, ҫав, юптарусем ҫыраканнин несӗлӗ мар-и И. Крылов текенни?

Мне хотелось еще спросить у него, кто написал статью «В защиту ученого» – И.Крылов не потомок ли баснописца?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хыпар» журналисчӗсем ӗне усракансене хӳтӗлени куҫкӗрет.

Помоги переводом

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

6. Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7. Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.

6. Но Бог, утешающий смиренных, утешил нас прибытием Тита, 7. и не только прибытием его, но и утешением, которым он утешался о вас, пересказывая нам о вашем усердии, о вашем плаче, о вашей ревности по мне, так что я еще более обрадовался.

2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Пулӑшсамччӗ пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесемччӗ, ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар.

13. Подай нам помощь в тесноте, ибо защита человеческая суетна.

Пс 107 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Пулӑшсам пире, хӗсӗрлекенсенчен хӳтӗлесем, ҫын хӳтӗлени нимӗн те мар.

13. Подай нам помощь в тесноте, ибо защита человеческая суетна.

Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней