Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗсене (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗ, хӗрӗсене хисеплесе пӗтерсен эп те юрлама тытӑнтӑм.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах хӗрӗсене качча панӑ хыҫҫӑн тем амакӗ килсе лӑскарӗ, пӗр шелсӗр аркатрӗ Ула Тимӗр ҫемйин шӑла ҫӗмӗрсех кӗрекен телейне.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрӗсене ҫапкаланӑ пулсан та, ӑна пӳрнепе те тӗкӗнмен.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Декабрь уйӑхӗн варринче вара пӗтӗм ферма хӗрӗсене савӑнтарса, вӗсен ҫамрӑк чӑххисем пӗрремӗш ҫӑмарта пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тивӗҫлипе чысласси, паллах ӗнтӗ, Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗпе кӑна вӗҫленмест.

Чествование достойных сыновей и дочерей Чувашии, конечно, не ограничится Годом выдающихся земляков.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Малтанхи каҫ Плаки, кӳршӗ хӗрӗсене чӗнсе, улах хӑй патӗнче туса пачӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, эрне каярах е маларах хӗрӗсене ҫураҫсан та, венчете пӗрле кеме шут турӗҫ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти хӗрсене тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ют ял хӗрӗсене суйлама тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсем хӗрӗсене ҫавӑта-ҫавӑта утрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хамӑр ял хӗрӗсене ют каччӑсенчен упрама хӑтланнине мухтама тивӗҫ те, ҫакна ҫеҫ шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччӑ хыҫҫӑн чупма шут тытнӑ хӗре ним туса та чарас ҫук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вара Энӗшкасси хӗрӗсене ытла та кӗвӗҫтернӗ…

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки хӗрӗсене чунтан юратнине такам та пӗлет.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче пуҫламӑш хут, паянхи кун ҫеҫ мар, иртнӗ кунсенче те арӑмӗпе хӗрӗсене ятланишӗн чӗрине намӑслӑх касса кайрӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗпе хӗрӗсене илме килтӗм.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ арӑмӗпе хӗрӗсене илме каяс тетӗп-ха, — пӗлтерчӗ тарҫӑ, лаша пуҫӗ патне пырса.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗритун хуҫан арӑмӗпе хӗрӗсене Яшмана кайса илме пуҫтарӑнчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен Паласкас йӗкӗчӗсемпе хӗрӗсене ыран каҫ ял Советне пуҫтарӑнма чӗнсе хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗсене ҫавӑнтанах илсе каяҫҫӗ тепӗр чухне.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑпах та амӑшӗ пулса тӑрсан - Милана тата Мирослава хӗрӗсене пӑхассипе отпускра чух ӗнтӗ - Наталия тахҫанах илӗртекен, анчах кӑткӑс службӑна пула яланах вӑхӑт ҫитмен, юратнӑ алӗҫӗ патне таврӑннӑ.

Помоги переводом

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

— Акӑ хайхи Кӗрккешӗн ҫимӗк ҫитрӗ, — терӗ вӑл пушшине упӑшкине, унтан хӗрӗсене кӑтартса.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней