Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑюлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
хӑюлӑх (тĕпĕ: хӑюлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана хӑравҫӑ пулма мар, паттӑр пулма сӗнетӗп, паттӑрсен хӑйсен пурнӑҫне упрама та хӑюлӑх ҫитермелле пек туйӑнать.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унтан командовани мана хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑларӗ.

Помоги переводом

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

«Хастарлӑх маншӑн – паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ӑнлавсемпе пӗр тан тӳр килсе тӑрать.

Помоги переводом

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Чухлатӑп, хӑюлӑх та сан ытлашшипех.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Василий Захарович Василиса Петровнӑран хӑйне хумхантаракан ыйтӑва татса пама темиҫе хут та сӑмах пуҫарма тӑчӗ, анчах хӑюлӑх ҫитереймерӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кунти каштасем тӑрӑх утма пулми-пулми ҫын хӑюлӑх ҫитереймест.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ку хурӑн санӑн пулать, Анюта, — хӑюлӑх ҫитерсе, Раман та хӗре куҫӗнчен пӑхрӗ, — ҫӑки — манӑн.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та пӗрре уполномоченнӑй хӑюлӑх ҫитернӗччӗ, хыҫалтан йӑпшӑнса пырса ыталасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паян, ак, тинех хӑюлӑх ҫитерчӗ, анчах та… — мӗн тӑвӑн!

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӑл чарӑнса та тӑратчӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр нушаланатчӗ вара, анчах калаҫу пуҫарма ниепле те хӑюлӑх ҫитерейместчӗ ахӑр.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем Татьянӑна кукашшӗне 1945 ҫулта Одер юханшывӗ хӗрринчи ҫапӑҫура плацдарма ярса илнӗ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тӑратнӑ хута панӑ.

Помоги переводом

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Тата хӑюлӑх кирлӗ…

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй тепӗр хут ыйтма хӑюлӑх ҫитериччен пӗр минут та иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Митинг вӑхӑтӗнчех район администраци пуҫлӑхӗ Денис Алексеев кӗҫӗн сержантӑн мӑшӑрӗпе ывӑлне Хӑюлӑх орденне пачӗ.

Помоги переводом

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Ырӑ ӗҫ, усал ӗҫ, совеҫ, чӑнлӑх, тӳрӗлӗх, хӑравҫӑлӑх, хӑюлӑх

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ вӑл ҫынна ӗненнӗ, шаннӑ пулсан, эпӗ ӑна ку таранччен лайӑх енчен кӑна пӗлни ҫинчен калама, ҫырса пама вӑй, хӑюлӑх ҫитернӗ те пулӑттӑм-и. Анчах тӗрмерен тухса тарнӑ ҫынна пытарма пултарайман пулӑттӑм…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑйӑра хӗрсе кайнӑ хӑюлӑх пулнӑран-ши, тем пирки, каччӑ хальхинче ытлашши именмерӗ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне пӗтерсен хӑюлӑх пухса Ленинградри музыка театрӗн тата кинематографин институтне вӗренме кӗнӗ.

Он, окончив Цивильский сельскохозяйственный техникум, набрался смелости и поступил в Ленинградский институт театра музыки и кинематографии.

Леонид Трифонов 75 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35941.html

Вӗсем пирӗн истори те, ҫамрӑксемшӗн чӑтӑмлӑх, хӑюлӑх тата пурнӑҫа чунтан юратакан ҫыннӑн тӗслӗхӗ те пулса юлчӗҫ.

Помоги переводом

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӗсем сире шанни вӑй, хӑюлӑх хушӗ.

Их вера в вас вселяет вам мужество и смелость.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней