Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйӑва (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурт ҫумне машина мӗншӗн пырса тӑни те, палламан ача тарни те, чӳрече ҫинчен хут хӑйӑва сӳсе антарни те, каласа ҫыртарнӑ ӑнланмалла мар ҫыру та.

Шум подъехавшей машины, и побег загадочного мальчишки, и сорванная полоска в окне, и странное письмо, написанное под диктовку.

19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Хӑй умӗнчи хӗрлӗ хӑйӑва татнине те асӑрхамарӗ.

Он даже не заметил, когда сорвал финишную красную тесемку.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавӑнпа та ӑна Натка пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр хӗррисемпе ылтӑн хӑйӑва пӗчӗк пӑтасемпе ҫапса хума хушрӗ.

До того, что Натка засадила его приколачивать мелкими гвоздиками золотую каёмку по краям пятиконечной звезды.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Официаллӑ пай яваплӑ ҫынсем хӗрлӗ хӑйӑва касса ФАПсем уҫӑлнине пӗлтернипе вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Миссис Тэчер хӑйӑва палласа илчӗ те ӑна пӑхса хытӑ макӑрса ячӗ.

Миссис Тэтчер узнала ленточку и заплакала над ней.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.

17. да сбудется реченное через пророка Исаию, который говорит: 18. Се, Отрок Мой, Которого Я избрал, Возлюбленный Мой, Которому благоволит душа Моя. Положу дух Мой на Него, и возвестит народам суд; 19. не воспрекословит, не возопиет, и никто не услышит на улицах голоса Его; 20. трости надломленной не переломит, и льна курящегося не угасит, доколе не доставит суду победы; 21. и на имя Его будут уповать народы.

Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней