Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫул кукринчен хуллентерех ҫаврӑнчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ну, ну, хуллентерех эсӗ, — аран-аран ҫиллине чарса шӑл витӗр каларӗ зоотехник.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑксемпе урамсем тӑрӑх пӑртакҫах ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем улах вырӑна тухрӗҫ, вара Викторпа пӗрле пыракан ҫын хуллентерех утма пуҫларӗ.Побродив по кривым переулкам, они свернули в тупичок, и здесь спутник Виктора замедлил шаг.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Хуллентерех тыткалӑр, ан ӳкерӗр, — кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ пек пӑшӑлтатрӗ вӗренекенсенчен пӗри, барельефсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса.— Тихонько, не уроните, — растроганно прошептал один из учеников, с восхищением глядя на барельефы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах, аялти хутра ҫамрӑксем шавланине илтсен, директор хуллентерех утма пуҫларӗ.Однако хор голосов, доносившихся до пего снизу, заставил директора замедлить шаги.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуллентерех, асӑрханарах калаҫ, чӗлхӳне ҫыртас пулсан — татах та авантарах.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Урисемпе хуллентерех пусма тӑрӑшса вӑл вара каллех хӑйӗн вырӑнне кайса ларчӗ.Стараясь ступать как можно тише, он снова шмыгнул на свое место.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах юлташӗсем хӑй ҫине тӑшманла сиввӗн пӑхнинчен шикленнипе вӑл хуллентерех калаҫма пуҫларӗ.Однако, смущенный враждебными взглядами товарищей, он сбавил тон.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуллентерех! — чышкине чӑмӑртаса юнарӗ мана Петӗр.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Лукарье хуллентерех кулса илчӗ те, Микула хуравласса кӗтмесӗр, хывӑнма тытӑнчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хуллентерех…
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑшт кайсан, вӑл хуллентерех ута пуҫларӗ.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Юрӗ, — терӗ хуллентерех тепӗр ҫын, — эсир ытти килсене пӑхса тухӑр.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Хуллентерех эсӗр.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хуллентерех эс.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эсӗ палламарӑн-и? — терӗ Янтул тата хуллентерех.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хуллентерех эс!
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Тархасшӑн хуллентерех калаҫӑр, — пӑшӑлтатрӗ пӑлтӑр алӑкӗнче Сульха.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хуллентерех эс.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Хуллентерех эс, ҫынсем килеҫҫӗ, — чарчӗ ӑна Ухтиван.— Потише ты, люди ходят, — попытался остановить девушку Ухтиван.
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.