Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хаҫатсенче (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна хаҫатсенче те, телевизорпа та, картишӗнче те сӳтсе явнӑ.

Это обсуждали и в газетах, и по телевизору, и во дворе.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Хӑй вӑхӑтӗнче Сехмет Сантӑрккин журналсемпе хаҫатсенче сӑвӑ чылай пичетленнӗччӗ, ҫавсене пухса пӗр пӗчӗк кӗнеке те пулин кӑлармалла мар-и?

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапларах ҫырчӗҫ ӗнтӗ Петр Васильевич ҫинчен хаҫатсенче ҫав ҫулсенче, чӑннипе вара вӑл ун чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пекрех хӑтланнӑ: Карсаков вӑхӑтсӑртарах вилнӗ хыҫҫӑн «Сельхозтехникӑра» ӗҫлекенсем Петр Васильевич ҫине чалӑшрах пӑхма, пуршӑн-ҫукшӑнах чӑкӑлташма пуҫланӑ, ҫавна хӑйӗнчен маларах унӑн ҫывӑх юлташӗ — шкулта пӗр класра вӗреннӗ Ярабаев сиснӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Васильев инженер хӑйӗн ҫемйипе хуларан инҫетри яла пурӑнма куҫнӑ!» тесе радиопа телевизор та час-часах шавларӗҫ, хаҫатсенче те ҫырчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Капкӑнпа» «Ялав» журналсенче, «Тӑван Атӑл» альманахра, республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенче кулӑшла калавсемпе фельетонсем, юптарусемпе йӗплекен сӑвӑсем, комедисем тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Эпир вара ҫак таранчченех, хаҫатсенче Обозов статйисем пичетленме пуҫличченех ҫӑвар карса пурӑннӑ, халь те ҫӑвар карса пурӑнатпӑр пулӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн статьисем, очеркӗсемпе сӑввисем ҫав вӑхӑтра тухса тӑнӑ «Тынерул ленинист» («Ҫамрӑк ленинҫӑ») тата «Тынера гардэ» («Ҫамрӑк гварди») ятлӑ революцилле хаҫатсенче пичетленсе пынӑ.

Помоги переводом

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Ун ҫинчен хаҫатсенче мухтаса ҫырчӗҫ, радиопа пӗлтерчӗҫ, уйрӑмах Сахрун мучипе Натюш портречӗсене ырларӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халӗ юсанӑ, тесе ҫыраҫҫӗ хаҫатсенче

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пирӗн колхоза хаҫатсенче тепӗр чух «маяксен» шутне кӗртме пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак чапа тухнӑ колхоз председателӗ ҫинчен эпӗ нумай илтнӗ, хаҫатсенче те час-часах ун статйисене е ун ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, анчах хӑйпе халӗ пӗрремӗш хут ҫывӑххӑн курса калаҫатӑп.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Зоя амӑшӗн ҫырӑвӗ хаҫатсенче пичетленсе тухнӑранпа пирӗн ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех хускалчӗҫ, горкомола ҫӗршер ҫыру килет, пурте хӑйсене фронта яма ыйтаҫҫӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван ҫӗршыв умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑни хаҫатсенче кӗскен пӗлтернӗ сводкӑсенчен те, аманса таврӑннӑ салтаксем каласа панинчен те лайӑх сисӗнет…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Штукатур» тата «Лепщик» скульптурӑсем пирки хаҫатсенче те ҫырчӗҫ, премие те тивӗҫ пултӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Озеровсем вӗсене хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленекен ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх тӳрех палларӗҫ: Петров, Токсин, Никитин…

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хаҫатсенче е журналсенче пичетленекен ӳкерчӗксене курсан вара…

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Хаҫатсенче ун чух ҫапла ҫырнӑ.

так писали газеты.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем ҫинчен Надя Петрова «Пионер сасси» тата «Коммунизмшӑн» хаҫатсенче ҫырса кӑтартатчӗ.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ялхуҫалӑх эртелӗсем тӑвасси ҫинчен ахальтен ҫырмаҫҫӗ иккен хаҫатсенче.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— А эс, Павӑл, чӑнласах артист пулма шут тытнӑ курӑнать: хаҫатсенче те сана час-часах асӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней