Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
— Чим-ха, тен вӗсем, мана вӑратасран, тӳрех малти пӳрте кӗрсе саланнӑ? — тесе вырӑн ҫинчен тӑчӗ, хӑй ҫине сарӑ мӑн чечеклӗ халат уртса ячӗ, ӑна Левентийӗ ҫуралнӑ кунпа парнеленӗччӗ, малти пӳрт алӑкне уҫрӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Тӗрӗллӗ кӗпине ҫурӑмӗ ҫине уртса ячӗ, ҫенӗкелле туртӑнчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Раман хӗре хулпуҫҫинчен салтак бушлачӗ уртса ячӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Арестленӗ кинӗ хӑй ҫине ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ сарафан уртса янӑ пек туйӑнчӗ ватӑ ҫынна.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Унта курӑн, — усаллӑн кулса илчӗ Масумов, ҫар плащне уртса ярса.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш пиншакне хыврӗ те хӗр ҫине уртса ячӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ҫиччас, чупса кайса килетӗп, — терӗ те ҫине тум уртса тухса ҫухалчӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫурхи хӗвел ӑшшипе пӗтӗм тавра юртан тасалсан, уй-хирсемпе анлӑ ҫарансем ешӗл тум уртса ярсан халӑх аслӑ Уява тухать кунта.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
…Завьялов умӗнче хул пуҫҫийӗ ҫине цыгансен мӑн чечеклӗ тутрине уртса янӑ ҫамрӑках мар самӑр хӗрарӑм тӑрать.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кӑвак пиншакне хул пуҫҫинчен уртса янӑ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Витерми хупӑпа чӗркӗмлеттӗн - Ирсерен хулӑнрах кун уртса.
Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html
Укахви хуллен ура ҫине тӑчӗ те пӗчӗк пиншакне уртса ячӗ, калуш тӑхӑнчӗ, мӑн тутӑр ҫыхрӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Эпӗ ҫӳхе пиншак уртса ятӑм та тула тухрӑм.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Георгий хулпуҫҫи ҫине ҫӳхе пиншак уртса, хапха умне чупса тухрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Анчах Георгий апат хыҫҫӑн нумаях лармарӗ, хулпуҫҫи ҫине кительне уртса, урама тухрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
— Ҫӳллӗччӗ вӑл, типшӗмрех питлӗ, кӗске ҫанӑллӑ сар кӗпепе, хӑмӑр карттуспа, хура брюкипе, пиншакне хывса аллинчен уртса янӑччӗ…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Юланутҫи хӑй пит капмарскерех мар, пуҫне пысӑк ялккас, хӑй ҫине ҫухасӑр кӗпе тӑхӑннӑ, ун ҫинчен халат уртса янӑ.
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑра улпут мӑшлата-мӑшлата лутра пӳллӗ ҫӗтӗк камсул уртса янӑ хресчен енне ҫаврӑнчӗ те тем пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӳхе сӑхман уртса янӑ ҫарапуҫ килпет арҫын Атӑл хӗрне хуллен юрттарса килчӗ те шыв хӗрринчи хӑйӑр ҫинех кӗчӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.