Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл хӑй те юн кӳлленчӗкӗ ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аран-аран ура ҫине тӑрса Таранов алӑка уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ, кӳршӗри арҫын сасси уншӑн тӗлӗкри пек кӑна илтӗнчӗ: иккӗмӗш инфаркт.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫапла каларӗ те хӗрарӑм юр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Анчах ӗлкӗреймерӗ, Укаслу хӗҫӗ ӑна хулпуҫҫинчен пырса ҫапрӗ те вӑл, юнпа пӗвенсе, йывӑррӑн учӗн ури айне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн ӳчӗ йывӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каласа пӗтереймерӗ, ҫав тери майӗпен тайӑлса-тайӑлса пычӗ те ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ах, пӗтерчӗҫ! — терӗ те хайхи, аллине кӑкӑртан тытса, ҫавӑнтах ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Кузьмич, кӑкӑртан тытса, машина патӗнчен темиҫе утӑм турӗ те тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Автоматчиксенчен пӗри, ҫӑмӑлтарах аманни пулас, тӑма пикенчӗ, ӑна Кирук тӗллесе печӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Савӑннипе хама, лӑштах ярса, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша валт кӑна сирпӗнсе тухса таса юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкнӗнех туйрӑм.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пурис чутах тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ, тӗпӗртетекен чӗрине хӗскӗчпех хыпса-ҫыртса илчӗҫ тейӗн, ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл аяккипе тыткаласа машина йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ те, автансене нимӗнле сиен пулманнине хӑй куҫӗпе курса ӗненсе, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Горовиц сулӑнса кайрӗ те каллех мастерӑн ури вӗҫне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вара Горовий урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Халӑхпа ҫывӑхрах пулас» тесе паҫӑр сӗтел хушшинче ик-виҫӗ кашӑк яшка сыпни халӗ ӑна ҫине-ҫинех какӑрттарса хуплантарчӗ, вӑйран ячӗ, кӗҫ-вӗҫ ӑнран кайса ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе ӳкес патнех ҫитерчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тӗшӗрӗлсе те антӑм.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, тӑраймарӗ — тӗшӗрӗлсе анчӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Алӑк хупӑннӑ самантра кил хуҫи тенкел ҫинчен, хӑяккӑн сулӑнса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗр ача майӗпен ҫеҫ йынӑшса илчӗ те ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун ура вӑйӗ пӗтсе килчӗ пулас — вӑл тӗшӗрӗлсе анмах тӑчӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.