Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурӑксен ҫул-йӗрне, ӳкерчӗкне, шутне тата тӑршшӗне маларах шутласа палӑртма май килмест, ҫавӑн пекех кантӑк хӑйне лекнӗ чула хирӗҫлеме тата тепӗр хут тӳрленме пултараймасть.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Енчен те тӑршшӗне — пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫити — 250 футпа палӑртсан йӑнӑшмастӑп ахӑр.Я не ошибусь, если обозначу все расстояние от конца до конца прохода в 250 футов.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пуйӑса ӗлкӗрейменренех «Стим» ҫине кая юлнӑ; ку пӑрахут — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен шӗвӗр вӗҫӗсемпе пӑхса тӑракан икӗ ҫур утрав ҫыранӗсем патне кун тӑршшӗне пӗрре ҫитсе ҫаврӑнакан пӗртен пӗр карап; «Стим» тӑваттӑра тухать, лагунӑсен хушшинче ҫаврӑнкаласа ҫӳрет те ирхине таврӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак тӗллевпе вӑл хӑш-пӗр сунарҫӑ меслечӗпе усӑ курать, — ҫав меслет вӗсене етре зарячӗ кирлӗ ҫӗре ҫитесси иккӗленӳллӗ чухне пулӑшать; Галеран урам сарлакӑшне чӑннинчен пысӑкраххӑн — ҫирӗм метр, унтан вара пӗчӗреххӗн — вунӑ метр — куҫӗсемпе хыпашласа кӑларса тӑратрӗ; ҫирӗм ҫумне вуннӑ хушса ҫакна ҫурмалла пайлани лавккаран пуҫласа тӗрме стени патне ҫитичченхи ҫӗр ай ҫулӗн вӑтам тӑршшӗне палӑртать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран куҫӗсене лавкка картинчен тӗрмен тепӗр енчи стени еннелле куҫарчӗ, ҫӗр айӗнчи ҫул тӑршшӗне пӑхса палӑртрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сывлӑха сыхлас ӗҫ отраслӗ умӗнче паян кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстермелли, вилеслӗхе чакармалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/17/news-3876403
Казаксемпе ҫур кун хушши пӗр-пӗрне хирӗҫ перкелешни — пире ҫула тасатма, ӑна вунпилӗк километр тӑршшӗне тӑватӑ вырӑнта тӳрлетме май пачӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӗвӗҫсем ман кӗлетке ҫумне пусма тӑратрӗҫ; пӗри ҫав пусма тӑрӑх ман хулпуҫҫи ҫине хӑпарса тӑчӗ те, сӑхман тӑршшӗне пӗлмешкӗн ҫухави патӗнчен урайне ҫитиччен отвес ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Астрономсем сӑнанӑ тӑрӑх, Венера ҫинчи пӗр талӑк Ҫӗр ҫинчи талӑкран 20 — 24 хут вӑрӑмрах (Венерӑн талӑк тӑршшӗне тӗрӗс шутласа тупайман-ха, мӗншӗн тесен ку питӗ кӑткӑс ӗҫ).
Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кунсӑр пуҫне, перопа лексикон ҫумӗнчен туртнӑ хыҫҫӑн ӑна айккинелле илтӗм те хут ҫинче йӗр вырӑнне чернилтан тӑсмака кӳлленчӗк пулса тӑнине куртӑм, — лексикон хут тӑршшӗне ҫитмерӗ, ҫавӑнпа йӗр унӑн ҫемҫе кӗтесси тӗлӗнче кукӑрӑлса кайнӑ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче эпир треска тытмалли ҫур ҫухрӑм тӑршшӗне яхӑн тетел туртса кӑлартӑмӑр, тепринче путнӑ сӗреке тупрӑмӑр, ун ӑшӗнче пилӗкҫӗр центнертан кая мар иваси пулӑ пӑчӑхса вилсе пӗтнӗччӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Миссисипи шывӗ миҫе километр тӑршшӗне те пӗлеҫҫӗ вӗсем, Ҫӗртен Непьтун планета патне миҫе километр аякра пулнине те, йытӑ сӑмси мӗншӗн сивӗ пулнине те чухлаҫҫӗ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсир хӗвелтухӑҫнелле вӗҫетӗр, ҫапла вара, хӑвӑршӑн кун тӑршшӗне татах та кӗскететӗр.Вы полетите на восток, стало быть еще более укоротите для себя день.
Ҫынсене хӑтарма! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫынсем ҫакӑн пек аэродром хатӗрленӗ, анчах вӗсем, ӑна эпир хушнӑ пек мар,унӑн сарлакӑшне ҫӗр аллӑ, тӑршшӗне пин метр тунӑ.
Япӑх аэродромсем ҫинче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Кашни пурӑнса ирттернӗ сехетрех нумай интереслӗ ӗҫсем пулса иртнӗ тата пурне те туса ҫитерме темӗн чухлӗ вӑй та, ӑс-тӑн та кирлӗ пулнӑ, пӗр кун пӗр эрне тӑршшӗне тӑнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чӑнах та, трассӑна куҫарни нефтепровод тӑршшӗне кӗскетнӗ, тӳрӗрех тунӑ, сылтӑм енчи сӑртсенчен пӑрӑнса кайма май панӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мария Александровна ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче тата тахҫанччен ларать, ачисем ҫывӑрса тӑранччӑр, вӑй пухчӑр тесе ҫӗр тӑршшӗне унӑн татах вӑрӑмлатас килет.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Шутлать, унӑн камери миҫе утӑм тӑршшӗне амӑшӗ ахальтен мар ыйтнине пӗлет вӑл.Отсчитывает и знает, что мама недаром спрашивала, сколько шагов в камере.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Юлашки ҫырура амӑшӗ ӑна нумай ҫыхса ларма хушман, унӑн камери миҫе утӑм тӑршшӗне ыйтнӑ, ытларах утса ҫӳреме хушнӑ.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Илья Николаевич хваттерӗн пӗчӗк пӳлӗмӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, вӗсене тем асӑрхасшӑн пулнӑ пек пӑхкаларӗ, буфетӑн, роялӗн, хӑйӗн ҫыру сӗтелӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗне хуҫланакан аршӑнпала виҫкелерӗ, кӑмӑлӗ тулнӑн аллисене шӑлкаларӗ, теме сиссе хӑй тӗллӗн кулчӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.