Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫине тӑраканскерсем тата ҫӑмӑллӑн утаканскерсем, вӗсем пӗр сӑмах та шарламарӗҫ.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Тӑван ҫӗршывпа пирӗн сӑваплӑ чиркӳ, тӗрлӗ йышши ӑслӑлӑха сыхласа тӑраканскерсем, сирӗн тивӗҫлӗ йӑхӑн пулӑшӑвӗсене-уссисене хаклама тата унӑн калчисене хӑйсен ҫуначӗсем айне йышӑнма питех те хавас пулнӑ пулӗччӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кӑнтӑрла ӑна пусма картлашкисем ҫинче тӗл пулнӑ хӗрсем, халӗ черетре тӑраканскерсем, куҫ ҫинех антарса лартнӑ шлепкисем айӗнчен унӑн ҫирӗп уттине сӑнаҫҫӗ.
XX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Заводсем, колхозсем, тӗрлӗ строительство, государствӑн ҫӗршер те пиншер пысӑк е пӗчӗк учрежденийӗсем, вӑрҫӑ валли ӗҫлесе тӑраканскерсем…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак ҫынсем ӗнтӗ — христиансем, пӗр закона, юратупа харсӑрлӑхӑн аслӑ законне пӑхӑнса тӑраканскерсем, хӑйсем тунӑ киревсӗр ӗҫсене кура, хӑйсене пурнӑҫ парса кашнин чуннех вилӗмрен хӑрама, ырлӑхпа илемлӗхе юратма вӗрентекенни умне сасартӑках ӳкӗнсе чӗркуҫленмӗҫ-ши, савӑнӑҫпа телей куҫҫульне юхтарса пӗрне пӗри тӑвансем пек, ыталаса илмӗҫ-ши?
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӗсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑраканскерсем, вилесем ҫине халиччен курманла, хӗрхенсе пӑхаҫҫӗ, пӗр ушкӑнран теприн патне куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.И с жадным и благосклонным любопытством стремятся одни к другим.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Аттепе анне те, хам та, вӗсем килессе малтанах пӗлсе тӑраканскерсем, сӑмах-юмаха шутсӑр шӗветсех ярас мар терӗмӗр.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗсене каллех вӗлтрен, хура хӑмла ҫырли тӗмисем, ҫамрӑк ӑвӑссем тӗл пулчӗҫ, юлашкинчен вӗсем ем-ешӗл ҫыранлӑ пӗчӗк шыв хӗррине тухрӗҫ; шывра тӗл-тӗл сарлака хӑва тӗмисем курӑнаҫҫӗ; хӑва турачӗсем, таса шыв ҫинче ҫӑвӑнса тӑраканскерсем, шыва май юхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ку колоннӑра гитлеровецсен «вилӗм лагерӗсенче» асапланса ирттернӗ ҫынсем, халь хирӗҫлекенсен ушкӑнӗнче тӑраканскерсем, ҫак янкӑр уяр кун, тӗлӗнмелле илемлӗ ҫурхи чечексен, сиренсен, пионсемпе розӑсен хушшипе арестантсен тумтирӗпе утса иртрӗҫ.
Буффало стадионӗнче // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
«Мурман» капитанӗ, десант отрячӗсен командирӗсем, Воробьевпа Ванёк Черкизов, сӗтел-патӗнче тӑраканскерсем, Двина картти ҫине пӑхаҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗрисем — тӑрӑхласа калаҫаканскерсем, кулманскерсем пулчӗҫ, теприсем — хаваслӑ, ҫамрӑклӑх вӑйӗпе ҫиҫсе тӑраканскерсем, виҫҫӗмӗшсем — ялан шухӑша кайнӑ пек лӑпкӑскерсем, — амӑшне вӗсем пурте ӗҫре ҫине тӑракан, ӗҫе ӗненекен пӗрешкел ҫынсем пек курӑнчӗҫ; кашнин хӑйӗн сӑнӗ пулсан та — уншӑн пурте пӗрешкелтерех сӑн-питлӗ пек туйӑнчӗ: пурин те ырхан, лӑпкӑ та ӗҫе пикенсе тума хатӗр уҫӑ сӑн, хура куҫӗсем Эммауса каякан Христос куҫӗсем пек тарӑннӑн, ӑшшӑн та ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн лапсака урлӑ хӑлхисем, формӑллӑ карттуса тӗревлесе тӑраканскерсем, кӑвар пек ҫунса пычӗҫ, вӗсенчен пирус чӗртме те пулатчӗ пулӗ.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, Джон Мангльспа Вильсон, палуба ҫинче юнашар тӑраканскерсем, темскер шавланине илтрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем, уншӑн пулсан, аллӑ фунт усӑ паракан ытлашши тиев кӑна, тата, сӑмах та ҫук, трюмра выртакан икҫӗр аллӑ тонна тиртен нумай йӳнӗрех тӑраканскерсем кӑна.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Англири влаҫсем, колонисен министерстви астутарнипе Грант капитан тытнӑ шухӑша унчченех пӗлсе тӑраканскерсем, унӑн умне тӗрлӗ чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чакаксем, ула кураксен ҫывӑх хурӑнташӗсем пулса тӑраканскерсем, ҫӑхансем пӗр-пӗрне кӑшкӑрса калаҫнине илтрӗҫ те, ҫаплах чак-чак, чак-чак! тесе кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.Сороки, состоящие с воронами в близком родстве, заметили перекличку воронов и застрекотали.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Эпӗ ҫиле хирӗҫ ҫав шурӑ кӗрпе сапнӑ ҫул тӑрӑх кайрӑм та акӑ мӗн куртӑм: икӗ чи пӗчӗкҫӗ кӑсӑя симӗс тӗклӗ, шурӑ мӑй ҫинче хура йӗр-йӗр курӑнса тӑраканскерсем, — типӗ йывӑҫ ҫинче сӑмсапа ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗрӗк йывӑҫ ӑшӗнчен хӑйсене валли хуртсем кӑлараҫҫӗ иккен.
Кӑсӑясем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 53–55 с.
Хӑна ҫурчӗ ҫинче тата сад тӗлӗнче ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ; касса тикӗсленӗ ҫӑкасем айӗнчи сӗтелсем хушшинче студентсем ларса тухнӑ, пӗр сӗтелӗ айӗнче тем пысӑкӑш бульдог выртать, аякра, явӑнса ӳсекен курӑкран тунӑ хӳшӗре, музыкантсем вырнаҫнӑ, хӑйсене сӑрапа хӗрӳлентерсех тӑраканскерсем, вӗсем питӗ тӑрӑшса выляҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пурте, унӑн чӗрине тултарса тӑраканскерсем, леш камерӑра вилсе пӗтнӗ, ҫак курайманлӑх туйӑмӗнче, пуриншӗн те тавӑрас ӗмӗтре шӑранса кайнӑ».
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.