Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тете сăмах пирĕн базăра пур.
тете (тĕпĕ: тете) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпе нумай шухӑшласа тӑмасӑрах, тетене хӑлхаран калатӑп: «Ну, тете, суйласа ил: е хӑвӑн сӑмахусене хамӑн чыслӑхӑм ҫинчен ӗҫпеле шӑлса тӑкма меслет пар мана, е хамӑн кӑмӑлӑма ҫырлахтармашкӑн эпӗ кирек епле те пулин урӑхла меслет тупма тӑрӑшӑп…» тетӗп.

Я, долго не думая, и говорю дяде на ухо: «Ну, дядя, выбирай: или дай мне возможность делом смыть твои слова с моей чести, или я должен буду выбрать другой какой-нибудь способ искать удовлетворения…»

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тете, тете, кӳрт-ха, — илтӗнчӗ алӑк леш енчен ачасен ҫинҫе сасси.

— Дядько, дядюшка, пустить, — раздались из-за двери тонкие голоса детей.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Унӑн куҫӗсем: «Тете, ну, тата, кӑльт, ну, тата кӑльт, пӑртак тытса пыма ирӗк пар, тете», — тесе чунтан тархасланӑ.

Глазами, в которых была молчаливая и страстная мольба: «Дяденька, ну, еще немножечко, ну, еще одну капельку дай подержать, дяденька!»

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кури тетепе Евкень аппа Кури тете пурӑнакан енне тухса каяҫҫӗ.

Дядя Гурий и тётя Евгения уходят.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ял хуҫалӑх производствинче пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн, тивӗҫри шайри хастарлӑхпа ӗҫре вӑй хунӑшӑн Кӗркури тете 1970 ҫулта «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медальне тивӗҫлӗ пулать.

Помоги переводом

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

— Манӑн пӗрлехи ӗҫ стажӗ 55 ҫул ытла, — терӗ Кӗркури тете хӑйӗн асаилӗвӗсенче.

Помоги переводом

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Кӗркури тете 14ра чухнех трактор ҫинче плугарь пулса ӗҫ ҫулне пуҫлать.

Помоги переводом

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Тӗслӗхрен, Борис ятлӑ тете Вовӑсем патӗнчен тухса каяс умӗн ялан одеколонпа-мӗнпе сапӑнма юратать.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗветут тете, ялти ытти кӗреш арҫынсем пекех, ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ пулнӑ, анчах каялла таврӑнман.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Тавтапуҫ, Айдак тете, Эсир пирӗншӗн атте пекех, мӗн чухлӗ ырӑ тӑватӑр пирӗн ял ҫыннисене.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эсир витӗрех куратӑр, Айдак тете.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юрӗ, тепринче шута илетӗп, Айдак тете.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мӗн калатӑн, анне, Айдак тете виҫӗ михӗ ҫӗр улми пырса пачӗ, пӗрне кӑна ҫисе янӑ-ха.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсенчен кашнинех малтанхи вӑхӑтра йывӑр килет, эп пулӑшу памасӑр, кам пулӑштӑр вӗсене, ют тете мар вӗт.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Малалла мӗн тунӑ вара халӑх, Сарман тете?

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кун ҫинчен пире пӗр сӑмах та шарламарӑн-ҫке, тете.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Каҫар та, тархасшӑн, Саван тете, эпир хӑнана мар, ӗнер эпӗ хӑлхари пӗр алкине ҫухатнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсене Саван тете кӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Нимӗн те ан ил, тете, эпир ҫула май мӗн кирлине туянтӑмӑр.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Малтан масар ҫине асаннепе асаттен тӑприсем патне каяс тетӗп, Саван тете.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней