Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарӑхтарса (тĕпĕ: тарӑхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксен отрячӗ ним хирӗҫ тӑраймасӑр утсен айӗнче пӗтни Иннокентие вилес пек тарӑхтарса ӳкерчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс мана, Савантер, тарӑхтарса ан тӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуҫан киревсӗр те тискер ӗҫӗсем хӑвна тарӑхтарса ҫитерсен, ҫав самантрах станока чарса лартма, сунтал ҫинчен хӗрнӗ тимӗре аяккалла илсе пеме — ан тив, тӑшман сан хӗреслесе тытнӑ аллусем ҫине хӑраса пӑхтӑр!

И когда подлость хозяина вызывает в тебе негодование, остановить тотчас же станок, завинтить до отказа тиски, сбросить горячее железо с наковальни — и пусть Браг смотрит с ужасом на твои скрещенные руки!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ромышкану хӑй каланӑ сӑмахсемпе кӑмӑллӑ пулни ӑна тарӑхтарса ячӗ:

Доруца вдруг вышел из себя:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

80 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Михха халӑха ҫаратмаллипех ҫаратма тытӑннӑ, хӑй патӗнче ӗҫлекен бурлаксене, рабочисене ним намӑсне пӗлмесӗр куҫӑнах улталани пурне те тарӑхтарса ҫитерет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Верук сӑмах хушни Макҫӑма ҫӗнӗрен тарӑхтарса ячӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑпатса е хӑратса калаттарма хӑтланнисем тата йӗрлешкелесе кулнисем Ҫтаппан чунне тӳсме ҫук тарӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм сӑмах ҫукран сӑмах туса тӑни Огуречникова тарӑхтарса ячӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков ним юплемесӗр хӑтланса ларни Ҫтаппана тарӑхтарса ячӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якурӑн шухӑшӗ те, сӑмахӗсем те Лукарьене тарӑхтарса ячӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вара тӗкӗрҫӗсене пушшех тарӑхтарса ячӗ.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр енчен, кашни кун ҫын ҫухатни, кашни кун е хула хапхисем умӗнче, е Хусан ҫулӗ ҫинче, е тата Атӑл леш енчи вӑрманта юр ӑшне пута-пута ҫапӑҫни Салтыков воеводӑна та тарӑхтарса ҫитерчӗ пулас.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вара Сӑр тӑрӑхӗнчен килнӗ мӑрсана тарӑхтарса ячӗ.

Помоги переводом

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялта та йӑлт тарӑхтарса ҫитерчӗ вӑл.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла тарӑхтарса ҫитерсен тухать те тарать турхан килӗнчен.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрремӗш хут илтмест пулсан та ку сӑмахсем Адашева тарӑхтармаллипех тарӑхтарса ячӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пек эпир халӑха тарӑхтарса ҫеҫ яратпӑр.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман чӗрене ахаль те хуйхӑ пусса тӑрать, ҫӗрле те канлӗ ҫывӑраймарӑм, вӑл пур татах хӑйӗн христосӗсемпе чуна тарӑхтарса ҫӳрет.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ӑна Михапар ун еккине пӑхмасӑр кунта чӗнсе тухни те, вӑл никам ҫук ҫӗртех пӑшӑлтатса калаҫни те тарӑхтарса ячӗҫ.

ему уже порядком надоели тайны Михабара.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней