Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

такамран (тĕпĕ: такам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бухгалтер хӑйӗн шухӑшне такамран та лайӑхрах пытарса усрама пултарать.

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сылтӑмри шӗшкӗлӗхрен икӗ сасӑ — те пӗр-пӗрне чӗнсе, те такамран хӑраса — канӑҫсӑррӑн вӗт-вӗт-вӗт тесе илчӗҫ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Такамран та лайӑх сменщикчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак икӗ чун, Тоньӑпа ун хӗрачи, пӗрре Думитру ҫине, тепре амӑшӗ ҫине тем ӑнланса илме тӑрӑшнӑн пӑха-пӑха илекен Оля, такамран та ҫывӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ; халь, ҫапла чӗнмесӗр, хускалмасӑр ларнӑ самантра, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, хушши ҫывӑхланса-ҫывӑхланса пынӑ пек, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, чунӗсем пӗрлешсе-пӗрлешсе пынӑ пек туйӑнать.

Помоги переводом

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Трактор ҫинчи Володя унталла-кунталла пӑхрӗ те такамран хуллен ыйтрӗ:

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Такамран хӳтӗленме васкамалла мар-и?

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Капла каланине илтсен, сӑмахласа тӑракансенчен пӗри такамран кулнӑн такмакласа та илчӗ:

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑв анкартинче такамран шикленсе тӑмастӑн пуль те?

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Чи малтанхи утӑмсенченех такамран хӑраса мар, таса чунпа, совеҫ хушнипе ӗҫлеме вӗрен, ӳрӗк-сӳрӗк, тӑрӑшусӑр ӗҫлеме хӑнӑхассинчен чи пысӑк инкекрен те ытларах хӑра.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл та такамран татӑлса юлса аташса ҫӳрет-ши?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Евсей Антоныч, такамран йӗрӗннӗ пек, аллине сӳрӗккӗн сӗлтрӗ, унтан, ҫав самантрах тем аса илсе, хӑйӗн сӑмахӗнчен именнӗ пек пулчӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кӑҫал эпир те вӗсем пек ӗҫлеме тытӑнатпӑр, — терӗ те вӑл, унӑн ҫӳхе тута хӗррисем такамран тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек, сиккелеме пуҫларӗҫ, кӑвак куҫӗсенче чее кулӑ палӑрчӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӳхе тута хӗррисем такамран е темрен тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек вылясах, сиккелесех тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑй такамран пулӑшу ыйтса е йыттине чӗнсе юлашки хут татах «хоп-хоп-хоп!» тесе виҫӗ хут кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Такамран илтнӗ сӑмаха персе ярать:

Помоги переводом

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Такамран пулнӑ пек шутласа, арӑмне кӗвӗҫме те хӑтланчӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Такамран та хаклӑ хӑнине кайри пӳлӗмре сӑйламалла тени Лукарьене кӳрентерчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сана такамран та пуян тӑвӑп!

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сана эпӗ, Ҫтаппан пичче, такамран та ытларах хисеплетӗп, мӗншӗн тесен эсӗ ман кӑмӑллӑ этем, ҫӗрне-кунне пӗлми ӗҫлеме юрататӑн.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней