Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унта анаслупа ятлаҫу, кулленхи пурнӑҫӑн вил тӑпри чулӗсене, ӳпкевпе харкашу, вӑрттӑн мӗскӗн тавӑру, ачасемшӗн куляну илтетӗп; ачасемшӗн куляну… анчах вӗсем хӑйсемшӗн ҫапла тӑрӑшнине усӑсӑр хирӗҫлесе урайӗнче урисемпе тапкалашса выртаҫҫӗ, тахҫан пӗр-пӗрне чунран савнӑ ашшӗ-амӑшӗн йӳҫек кӳлешӗвне сӑнаҫҫӗ, хӑйсем те ҫапла пуласса туяҫҫӗ.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Халӗ пурте Бичене тимлӗн сӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗксӗм ӳтлӗ хӗрарӑм кӑкшӑмпа икӗ курка йӑтса кӗчӗ, каймасть, чӑсӑк йӑрӑ куҫӗсем Горн аллисене, костюмне тата пуҫне сӑнаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑрман хӗррине ӑҫта та-тӑр сӑнаҫҫӗ ахӑр, анчах ҫак чӑтлӑхсене марах, негрсем ҫӗрле ку вырӑнсенче ҫӳреме кӑмӑлламаҫҫӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑйсен ӗҫне пӑрахса тӑнӑ вырӑнтах чарӑнчӗҫ те эпир кам иккенне тата мӗн тунине сӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе шӑппӑн сӑмахлаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Йӗри-тавра пӑхкаларӑм та — тӗтре пек кӑвак, ҫӳлтен ҫуталакан куҫ кӗскисемпе, йӑлтӑрккапа тата сӗтел-пуканпа тулсах ларнӑ анлӑшра темиҫе ҫынна куратӑп; вӗсем дивансемпе креслӑсем ҫинче лараҫҫӗ, мана тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Типсе пӗркеленнӗ ырӑ няньӑн таса саппунӗнчен тытнӑ та пӗчӗк хӗр ача — кайӑксене ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсемпе сӑйлать, ашшӗпе амӑшӗ террасӑн ҫӳлти картлашки ҫинче тӑраҫҫӗ, таврари ҫутӑ, лайӑх пурнӑҫӑн тӑнӑҫлӑ юхӑмне киленсе сӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Килсе кӗнӗ ҫынсем ҫак хушӑра залри тӗрлӗ вырӑна ларса тухрӗҫ, Жиле театрти куракансем пек уҫҫӑн-тӳррӗн тӗсесе сӑнаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Хваттере янӑскере асӑрхаса Губермансем ҫӗкленесшӗнччӗ, анчах хускалчӗҫ те тӑмарӗҫ, Тиррея ҫип ҫинче утса пынӑн шӑтарасла сӑнаҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн кӗре, куҫӑмлӑ пичӗ, хурланчӑк куҫӗсем, харшисен юнтармӑш авӑнчӑкӗ Гольц куҫӗсенчен тарасшӑн, иртен-ҫӳрене сӑнаҫҫӗ тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Пур-ҫке унашкаллисем: вӗсем патне Лев Толстой Рафаэльпе е, калӑпӑр, Бахпа пӗрле пырса кӗрет-и — йышӑну пӳлӗмӗнче сехечӗ-сехечӗпе тытса пур пӗрех тертлентереҫҫӗ, хӑйсем вара ҫӑра шӑтӑкӗнчен вӑрттӑн сӑнаҫҫӗ:
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Ҫапах та эпӗ тепӗр хут лӑпкӑн сывлама пикентӗм, кушак аҫине айккинелле тӗртсе ятӑм; д'Обремон хӑйӗн кӗтесӗнче хускалмасӑрах выртать, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн шурӑ мӑйӑхӗ ҫийӗн шӗвӗр сӑмси курӑнать, ҫывӑракан куҫ лупашкисем мӗлкепе витӗннӗ, вӗсем манӑн хусканусене сӑнаҫҫӗ тейӗн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Кадудар хускалман пекех — Сантус та хускалмасть: иккӗшӗ те сывлӑш ҫавӑрса яма та вӑй ҫитереймеҫҫӗ, тӗлӗнмелле шар куҫнине пӗтмӗш туйӑмӗпе тӗмселсе сӑнаҫҫӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Пурте сад пахчине тухакан чӳречеллӗ лӑпкӑ пӳлӗме кӗрсе пытанчӗҫ, унта васкамасӑр, анчах тискеррӗн эрех ӗҫнӗ май арҫын ачана сӑнаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Картишри пур кӗтесре те хӗҫ-пӑшаллӑ хуралҫӑсем тӑраҫҫӗ, тӗрмере ларуҫӑн кашни хусканӑвне сивлек кӑсӑклӑхпа сӑнаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӗсен илемӗ чӗрене хӗстерсе пӑчӑртать, пуҫ тӑрринчи ҫеҫкесемпе туратсем пӳрне хушшипе хӗвеле — ҫутине пӗр вӗҫӗм улӑштарса ҫиҫекен-ялкӑшаканскере — тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ; хӗвел куҫсене ывӑнтарать, ҫавӑнпах вӗсем тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ; шурӑ хӑйӑр ҫине сарӑ тата хӑмӑр-кӑвакрах, тӗттӗм-симӗсрех ҫутӑ ӳкет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Кунта кӗтессенчен паҫӑрах килсе ларнӑ ҫынсем калаҫу мӗнле пынине сӑнаҫҫӗ; сӗтел ҫинче темӗн чухлӗ чавса; юнашар сӗтелсен хушшинчисем тӑрса итлеҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Каҫхи ҫил ҫырантан, ҫыр хӗрринчи вӑрман чӑтлӑхӗнчен техӗмлӗ пӑчӑлӑхпа нӳрӗлӗх илсе килет; унта пытаннӑ пӗлменлӗх тем те пӗр тӗшмӗрттерет: утрав ҫинче паллӑ мар, чее пин-пин тӑшман пурӑнать, вӗсем сӗмлӗхрен карапа сӑнаҫҫӗ, майлӑ самант тупса ӑна тапӑнас, экипажа вӗлерсе пӗтерсе тинӗс шӑплӑхне савӑнӑҫлӑ ӳлевпе путарас тӗллевлӗ пек…
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫапах та 1,8 килограмлӑ вертолет хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑран NASA миссие тӑсма шутланӑ, унпа усӑ курса Perseverance марсоход (Ingenuity Марс ҫине унпа лекнӗ) умӗнчи лаптӑксене тӗпчесе сӑнаҫҫӗ.
Ingenuity Марс ҫинче ҫулталӑк патнелле вӗҫсе ҫӳрет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31273.html
Акӑ ӗнтӗ вӗсем виҫҫӗшӗ те кашкӑр шӑтӑкӗн хӗррине тӑнӑ та Командиршӑна сӑнаҫҫӗ.И вот они уже втроём стоят над волчьей ямой и глядят на Командиршу.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.