Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сухаланӑ (тĕпĕ: сухала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урасем сухаланӑ уйра тата тарӑнрах путаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫынсем ҫӗре сухаланӑ, вӑрмансене каснӑ, тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене тытнӑ, ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласене чавса кӑларнӑ.

Люди распахивают земли, рубят леса, охотятся на зверей и птиц, добывают полезные ископаемые.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тырӑ лайӑх пулакан ҫӗре, сухаланӑ вырӑнсене, вӗсем хӑвӑрт ҫӗмӗрсе каяҫҫӗ те пит пысӑк пулаҫҫӗ.

В хлебородных местах, где земля распахана, они растут особенно быстро и достигают громадных размеров.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Якур сухаланӑ ҫӗр тӑрӑх хуллен утса кайрӗ.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Суха сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, авӑн ҫапнӑ, вӑрман каснӑ, чул кӑларнӑ, ҫӗр чавнӑ.

Помоги переводом

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пиччӗшӗ, ав, сухаланӑ уй урлӑ чупса килет, аллине сулса, чарӑнма хушать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте турттарнӑ, капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпир — анне, аппа, эпӗ — пӗчӗк алӑкпа анкартинчен -ҫӗрулми пахчинчен — кил хушшине кӑнтӑр апатне кӗтӗмӗр (анне унта типсе пирченӗ, хытнӑ тӑпра муклашкисене, тачкалла сухаланӑ хыҫҫӑн ванмасӑр, кӑпкаланмасӑр юлнӑскерсене, катмакпа катмакларӗ).

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫӗр пичӗ кунта тикӗс мар, тумхахлӑ, тункаталлӑ, тахҫанах вӑрман тӗпленӗ, кӑк кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫереме трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ курӑнать, плуг йӗрӗсен хушши — икӗ метр та ҫурӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫерҫи ӑман таврашне апат тесе шутламасть, кураксем уйран, тракторсем сухаланӑ ҫӗртен ҫӗклесе килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫук, хура пустав витнӗ пекех курӑнать пӗр тикӗс сухаланӑ аслӑ хир.

Нет, просторное поле с ровной пахотой выглядело, как черная суконная скатерть.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Кайран колхозра трактористра ӗҫленӗ чухне тракторпа сухаланӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Кӑмӑл тӑраниччен сухаланӑ хыҫҫӑн Алексей хӗрсене тав турӗ те, таса шывпа аллисене ҫуса, вӑхӑтлӑха туса лартнӑ ӳплене кӗчӗ.

Помоги переводом

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм кӑна ӗненме те пултараймарӗ, вӑл сухаланӑ лаптӑка хӑйӗн аллипе хӑй виҫсе тухрӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун чулах мар та — сухаланӑ вӑй ҫитнӗ таран, — хуравларӗ Павӑл.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑнтӑр еннелле вара, тирпейсӗррӗн лартса тухнӑ йывӑҫ-тӗмпе ункӑланнӑ пӳртсемпе фермӑсем чӑпарланнӑ ҫӗртен, сӗвек ҫаврака шӑтӑк варринчен, Ланфиер колонийӗн плантацийӗсен тата сухаланӑ уйсен тӑват кӗтеслӗхӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.

А к югу, из центра отлогой воронки, где пестрели дома и фермы, окруженные неряшливо рассаженной зеленью, тянулись косые четыреугольники плантаций и вспаханных полей колонии Ланфиер.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпир тин ҫеҫ сухаланӑ, ура путса пыракан пахча урлӑ чупрӑмӑр.

Мы бежали по свежевспаханному вязкому огороду.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юлашки каҫалӑкченех ҫак меслетпе сухаланӑ тӑк уй, иккӗленмелли ҫук, уйӑх питне аса илтеретчӗ-тӗр.

Поле, вспаханное до конца таким способом, напоминало бы поверхность луны.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Сайра пӗлӗтсем кӑн-кӑвак тӳпери шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем пек ишнӗ, вӗсенчен ӳкекен мӗлкесем сухаланӑ вырӑнсен металл пек хура анисем тӑрӑх, пӑрахӑҫа янӑ уйсен хыт курӑкӗсем тӑрӑх ярӑнса вӗҫнӗ.

Редкие облака плыли, как белые дымы в синеве, тени от них летели по металлически черным полосам пашен, по бурьянам брошенных полей.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней