Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

саплӑк сăмах пирĕн базăра пур.
саплӑк (тĕпĕ: саплӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗвел ури, хӑйӗнчен хӑранӑ таракансенчен кӑмӑллӑн кулкаласа, пӳрт пӗренисем ҫинчен путмар ҫине ӳкрӗ, тем тӗрлӗ саплӑк илемсӗрлетсе тӑракан кивӗ минтер питне хыпашлама тытӑнчӗ…

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Сарӑлса та сырӑнса, Туй картине ҫыхӑнса, Саплӑк сӑхман тӑхӑнса, Ташлӑр, сикӗр вӑрӑнса!» — Тесе ларать Ҫиментей Хай кӗслине ӗнерсе.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кайран хӗвел шевли хӗрача хулӗ ҫине куҫрӗ, кӗле ҫанни ҫинчи саплӑк ҫинче чарӑнчӗ, тикӗс ҫӗвве уҫҫӑн кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Эсӗ Анукӑн ҫӳҫ пӗрчине туп, кӗпи-йӗмминчен пӗр саплӑк касса ил те ҫӑхан йӑви ҫине кайса хур.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ Саплӑк Мӗкӗти ывӑлӗ Хӗлип пултӑн.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗн саплӑк пек анисене, вӑрманти уҫланкӑсене темӗн те пӗр акрӗ Исмен, вырса-пуҫтарса кӗме тӑрсан алла сахал кӗчӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саплӑк пек ҫӗре туртса илсен ял мӗнле ан пӑлхантӑр-ха вӑл?

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анне саплӑк хӗрринчи ҫипе шӑлӗпе шӑтӑрт! татса илчӗ те хирӗҫ тавӑрчӗ:

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӗлет умӗнче саплӑк сапласа ларать.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ах, тарӑн касӑлнӑ ҫӗре Ут илтерме лартаймӑн саплӑк.

Помоги переводом

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тата анисем те питӗ пӗчӗк-ҫке — килсерен пӗрер саплӑк ҫӗр анчах.

Помоги переводом

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Йӗтем пысӑкӑш саплӑк пур, ҫитет.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗнӗ алӑк кивӗ хуралтӑ ҫинче ҫӗтӗк кӗпе ҫинчи лайӑх саплӑк пек курӑнса тӑрать.

Помоги переводом

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата сылтӑм пӗҫҫи ҫинче пӗр саплӑк мӗн кукши вӑл?

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑш-пӗрисен ялта пӗр саплӑк ҫӗр те ҫук, вӗсем хӑйсен кил-ҫурчӗпе выльӑх-чӗрлӗхне сунара ҫӳренипе ҫеҫ тытса усраҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ пӗчченех, — терӗ Катрин Ботредж патнелле саплӑк пушмаклӑ вӑрӑм урипе ярса пусса, — эсӗ вара кунта ларатӑн?!

Я все одна, — сказала Катрин, шагнув к Ботреджу длинной ногой в стоптанном башмаке, — а ты тут расселся?!

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса ларнӑ ҫӗре, вагона, ансӑр алӑкран винтовкипе хирӗнкелесе, Володька шахтер кӗрсе тӑчӗ, — хӑйӗн кӗпи-йӗмӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑк лартма та май ҫук…

Так они сидели и рассуждали; в вагон, застревая винтовкой в узких дверях, вскочил Володька-шахтер, — штаны и рубаха на нем были одни дыры, некуда класть заплат…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ял тӑрӑх вӑл сӑрӑ шлепкепе, купарчипе чӗркуҫҫийӗсем ҫине сӑран саплӑк лартнӑ кӑвак галифепе ҫӳренӗччӗ.

Ходил он по улице в серой шляпе, в синих галифе с кожаными заплатами на заду и коленках.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней