Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпӗрнаттӑр — нӑкӑ, вӑтам пӳллӗ ҫын, салтакла мӑйӑхӗ кӑвакарма пуҫланӑ, тӑвӑр ҫухавинче мӑнтӑр мӑйне кансӗр пулас, кукши тӑрӑх хура пайӑркасене якатса сапаланӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Антӑраса, хӗрсе кайнӑскер, нимӗн курмасӑр, антӑхса — Тарт малаллах ӑнтӑлать, чарӑна-чарӑна сывлӑш ҫавӑрса ярать те — тӑшман хӗсекен салтакла, хура чӑтлӑх витӗр каллех утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑвать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Чӑн-чӑн ҫар шкулӗсенчи пекех, вӗсем походри пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн, салтакла утма, вӑрманти ҫапӑҫу тактикине, хӗҫпӑшала епле тыткаламаллине вӗренетчӗҫ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Эпӗ кӗскен ҫеҫ, салтакла калӑп.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ ҫар ҫынни, тӳрех салтакла, вӗҫкӗнленмесӗр, калатӑп.Я человек военный, говорю с солдатской прямотой, без фиглей-миглей.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку палла вӗсем, салтакла вылянӑ чухнех хӑнӑхса ҫитнӗ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пирӗн партизансем тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса вӗсенне 30 яхӑн салтакла офицерне пӗтернӗ хыҫҫӑн нимӗҫсем шалалла кӗме шикленсе тӑчӗҫ.Потеряв в боях с партизанами около тридцати человек, немцы не решились итти дальше.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Спартак умӗнче чӑнах та салтакла тумланнӑ гречанка тӑнӑ иккен.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унта мана салтакла тумлантарчӗҫ; салтак кутамкки т. ытти ҫар япалисем йӑттарчӗҫ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Уйӑхпа ҫуталса тӑракан уҫланка салтакла пӑхса ҫаврӑннӑ та вӑл, обстановкӑна ӑнланса илнӗ.Окинув освещенную луной полянку опытным взором воина, он сразу оценил обстановку.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Салтакла тумланнӑ ҫынсем хушшинче хӑй ытла палӑрса тӑрасран вӑтанса пуль, хӑй ҫине вӑл такамӑн тем пысӑкӑш шинельне уртса янӑ, августри лӑпкӑ та пӑчӑ каҫ пулин те, ҫапла пӗркенсех вӑл украинсен шап-шурӑ ҫурчӗ умӗнчи тӑпрас ҫинче ларать.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Боец, йӗнер ҫинчен пӗшкӗнсе, кружкӑна илсен тата йӑл кулса илсе салтакла ӗҫме тытӑнсан, ачасен ҫутӑ куҫӗсенче савӑнӑҫ хӗлхемӗсем выляма тытӑнаҫҫӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Салтакла туй пекки туса ирттерчӗҫ, чӗкӗнтӗр ханши ӗҫсе савӑнчӗҫ.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Микола телефона шӑпах салтакла хӑтӑрса тӑкрӗ.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Сирӗншӗн телейлӗ тӗлпулу ку, — терӗ вӑл, картузне хывса ун патнелле пырса; картузне Носков салтакла, сӳлти ҫаврашкине сылтӑм куҫхарши ҫинелле авӑнтарса тӑхӑнса ҫӳренӗ, хывнӑ чух вара картуз сӑмсинчен мар, ҫӳлтен тытнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Еркӗн тупса паракан, ирсӗр, — терӗ те ӑна хирӗҫ Яков, пӳлӗм алӑкӗ умне пырса, шалта салтакла ҫирӗппӗн утнине, ҫар ҫыннин палланӑ сассине итлесе чарӑнса тӑчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл алӑк патӗнче чарӑнчӗ те, аллисене урисем ҫумне тытса, тӳрӗ тӑрса, салтакла, уҫҫӑн рапортларӗ:Он остановился на пороге, вытянул руки по швам и четко, по-солдатски отрапортовал:
Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл салтакла тумланнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Мӗнех, каҫару ыйтатӑп, — ҫапла каларӗ те вӑл пӗр саманта шухӑша путнӑ пек кӑн-н хытрӗ, унтан салтакла варт сиксе тӑчӗ те чыс парса: — Ну, чипер юл, чиперкке. Чаплӑ тӗлӗк кур, канлӗ паппа ту, эп вӗҫтертӗм. Кулянса ан юл, — тесе, алӑкран тухса та ҫухалчӗ.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ирхине вӑл пуринчен те иртерех вӑранса винтовкине тасатнӑ, пиҫиххи тӑхипе тӳмисене ҫутатнӑ, хӑйӗн салтакла тумне тӑрӑшсах пӑхса тухнӑ.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.