Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмри (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑра пӳлӗмри мӑн тӗкӗр витӗр Мӗтри ҫине кивӗрех хура бастон костюм, шурӑ пӳс кӗпе тӑхӑннӑ, хытканкарах лутра кӗлеткеллӗ, тӑваткал типшӗм питлӗ старик сенкер куҫӗпе кӑмӑллӑн пӑхрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пӳлӗмри ҫынпа темскер калаҫмалли пур пек, капӑр кайӑк пуҫне час-часах чӳрече еннелле чалӑштарать.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑн-питсем кӑна мар, пӳлӗмри шавлӑ калаҫу та ӑна тӳрех кӑтартать.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Никама та ҫын вырӑнне хумасть, — пӳлӗмри пукансене сӑлтавсӑр-мӗнсӗр вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫӳрерӗ Елен.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫак вӑхӑтра ун патне юнашар пӳлӗмри Ваҫҫа кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

…Ҫывӑрмалли пӳлӗмри кӑмакана ҫав каҫхине хутмарӑм та.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Каҫалапа Ҫеруш ывӑлӑмпа ҫывӑрмалли пӳлӗмри кӑмакана хутса ятӑмӑр.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Пӳлӗмри сывлӑш тӑруках пахалӑхсӑр пултарнӑ мунчари пек пӑчӑланса пӑтавккаланнӑнах туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫапла «тав турӗ» Пурис, ҫемьери пӗртен пӗр ача, ашшӗ-амӑшне хӑйне пӳлӗмри черчен, ачаш чечеке пӑхнӑ пек пӑхса ӳстернӗшӗн, «пылпа ҫу хыптарса» ҫитӗнтернӗшӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумайччен ташларӗҫ хӗрсемпе каччӑсем пӳлӗмре, пӳлӗмри сывлӑш пӑчӑ пек туйӑна пуҫласан, Сима уҫӑ ҫӗре, килкартине тухрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑна ҫак кӗске ҫӳҫлӗ харсӑр хӗрача та вӑтантарчӗ, урапа ҫинче ларакан мастер ашшӗ тимлесех ӗҫлени те тӗлӗнтерчӗ, пӳлӗмри хӑтлӑх та чунах пырса тиврӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тьфу, мӗнле вӑл пустуй юмахлас килет, пуҫунта каччӑ шухӑшӗсӗр пуҫне тата мӗн те пулин пур-ши сан? — кӑмӑлсӑрланчӗ пӳлӗмри тепӗр хӗрӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсем шавланине илтсе, юнашар пӳлӗмри ҫамрӑксем вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ку пӳлӗмри япаласене пӗтӗмпех Кӗҫтук хӑй аллипе тунӑ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗне кирлӗ мана ҫакӑ, — хуҫа пӳлӗмри хаклӑ япаласем ҫине кӑтартрӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шавлӑ витерен тухсан, самантлӑха тулти шӑплӑхпа хӑлха хупланнӑн туйӑнать, пӳлӗмри тӗксӗм ҫутта хӑнӑхнӑ куҫ ҫурхи хӗвел ҫутинче шарса каять.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫынсем курсан тем шутлама пултарӗҫ, — терӗ те Петӗр, ытамӗнчи хӗрарӑма тата хытӑрах пӑчӑртарӗ, часах ҫывӑрмалли пӳлӗмри вырӑн ҫине вырттарчӗ…

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней