Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем патне кӗнӗ чух кунӗ те пӑсӑлчӗ.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Кинемей татах та тем каласшӑнччӗ пулас, анчах Ревлен Петрович кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫав харам пыр пиркиех пӑсӑлчӗ пулӗ-ши, кам пӗлет.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Паҫӑр тулли кӑмӑлпа ҫиҫсе ларакан Владимир Сергеевичӑн сӑн-сӑпачӗ Ревлен Петрович сӑмах илсенех пӑсӑлчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫапах та маларах палӑртнӑ йӗрке пӑртакҫах пӑсӑлчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах ҫак план кӗтмен ҫӗртенех пӑсӑлчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унӑн кӑмӑлӗ минутсеренех пӑсӑлчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑрҫӑ пуҫлансанах ҫанталӑк та пӑсӑлчӗ: халӑх куҫҫулӗ юхнӑ евӗрлех, кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр тӑкать.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӗрсем ку пӑлхавӑра кулса, калаҫса, юрласа ирттерме хӑтланчӗҫ, ҫапах та паҫӑрхи хаваслӑ кӑмӑл пӑсӑлчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Менелник пӑсӑлчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ, сасси те улшӑнчӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула укҫа тӳлеме пулнине илтсен, Михха кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь, акӑ, иртнӗ каҫ ашшӗ каласа панисене тепӗр хут аса илчӗ те, Микула кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӗ укҫа пӗрремӗш вырӑна тухрӗ те ҫын пӑсӑлчӗ, ахӑртнех, пилӗк авмасӑрах пысӑк тупӑш илесшӗн.
Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen
Ку йӗрке часах пӑсӑлчӗ.
7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ту енчи мӑрсасен ӗҫки-ҫики пӑсӑлчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӑсӑлчӗ ача, ӗлӗк ашшӗнчен пӗр сӑмах иртместчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Пӑсӑлчӗ вӗт ӗнтӗ халь алтарь.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пӗлтӗр ман хӗрачан, акӑ ҫакӑн (атте ман ҫине тӗллесе кӑтартрӗ), куҫӗ пӑсӑлчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тен, Ваҫукӑн хырӑмӗ те ҫав «аша» пула пӑсӑлчӗ?
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.