Поиск
Шырав ĕçĕ:
пакӑлтатаҫҫӗ (тĕпĕ: пакӑлтат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑхла каласан, ашкӑнман чухне вӑл хӑйне ҫавӑн пек тыткалать, анчах вӑл, тӗрӗссипе каласан, ытларах чупать, вылять, вӗсем вара ҫав тери хавасланаҫҫӗ, чупса-сиксе ҫӳреҫҫӗ, вальс ташлаҫҫӗ, нумайччен чупаҫҫӗ, фортепьяно нумай калаҫҫӗ, нумай пакӑлтатаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пуринчен ытла юрлаҫҫӗ: анчах чупса ҫӳрени, ахӑлтатса кулни, — пурте ҫак ҫамрӑксене Вера Павловнӑна чунтан-чӗререн, ҫав тери хытӑ юратма, хисеплеме чӑрмантарман, ӑна вӗсем аслӑ аппӑшне юратнӑ пек юратнӑ, хӑш чухне амӑшне, лайӑх амӑшне те, ӑна юратнӑ чухлӗ юратмаҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хуторта эсӗ, Ҫемушкӑ, Варькӑна качча илет, тесе пакӑлтатаҫҫӗ.— По хутору брешут, будто ты, Семушка, на Варьке жениться думаешь.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ каярах нимӗҫсен радионе итлерӗм, хӑйсемле пакӑлтатаҫҫӗ…
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Страницы:
- 1
- 2