Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

опера сăмах пирĕн базăра пур.
опера (тĕпĕ: опера) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Опера ҫурални» кӗнекере пичетленнӗ пьесӑсенче паянхи ҫынсен сӑнарне куратӑн, ҫав хушӑрах драматург коммунизм тунӑ ҫӗрте чӑрмантаракансене ҫивӗччӗн питлет.

Помоги переводом

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

«Опера ҫурални» пьесӑра автор совет композиторӗсен пархатарлӑ ӗҫне кӑтартса парать.

Помоги переводом

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Кӗнекене виҫӗ пьеса кӗртнӗ: «Опера ҫурални», «Хӑрушӑ чир» тата «Хӗвеллӗ кунсем» комеди.

Помоги переводом

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Г. Хирбю композитор «Нарспи» опера ҫырса пӗтерет.

Помоги переводом

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Виҫӗ ҫул хушшинче музыка коллективӗ ултӑ опера лартса пачӗ («Шыв-армань», «Евгений Онегин», «Чапай», «Хамӑрял», «Алеко», «Паяцы»).

Помоги переводом

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Студири ӗҫе Л. Романенко, В. Дмитриева, М. Денисов, В. Ефимов, Т. Соколова тата ытти солистсемпе пӗрлех пирӗн театра ҫӗнӗрен килнӗ П. П. Назиу солист та (Одессӑри опера солисчӗ пулнӑскер) хутшӑнать.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансен пысӑк йышне профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫленине кӑтартакан нумай тӗслӗхсенчен пӗри вӑл — чӑвашсен опера коллективӗ ҫурални тата тӑватӑ ҫул хушши творчествӑлла ӗҫлени.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫиччӗмӗшне те лартрӗҫ, Шупашкарта искусствӑн тепӗр жанрӗ, чи кӑткӑс жанрӗ, опера, вӑй илсе пыма тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Шӑпах вӗсем, театра чунтан юратакансем, куракансем хушшинчи талантлӑ ҫамрӑксем, театр ҫумӗнчи студире вӗренсе, профессионалсемпе пӗрле музыка театрне ҫуралма пулӑшрӗҫ, вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе, ултӑ опера лартса пачӗҫ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Опера артисчӗн роль тӑвас ӗҫри ҫул-йӗрӗ драма артисчӗн ҫул-йӗрӗнчен пачах уйрӑм, ҫавӑнпа вӗсен художествӑлла техники те пӗр пек пулма пултараймасть.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тепӗр енчен, кирек мӗнле опера та музыкӑллӑ драма шутланать, ҫакна вырӑс театрӗсен аслӑ реформаторӗ К. С. Станиславский ӗҫре ҫирӗплетсе панӑ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Музыкӑллӑ драма театрӗ» тенине театрӑн пӗрлешӳллӗ творчестви пек ӑнланмалла, унта драмӑллӑ тата музыкӑллӑ (опера, оперетта, балет т. ыт. те) спектакльсем лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑнпа та опера лартасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑн чухнех Ф. П. Павловпа К. В. Иванов «Нарспи» опера ҫырма ӗмӗтленнӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

1913 ҫулта Чӗмпӗрти чӑвашсен шкулӗнче вӗренекенсем «Иван Сусанин» опера сыпӑкӗсене лартса панӑ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗҫ акӑ мӗнре: чӑвашсен нацилле опера тӑвас ӗмӗте пурнӑҫа кӗртмелле пулчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Эпӗ унпа час-часах театра опера итлеме ҫӳреттӗм.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Елена Сергеевна – Ҫамрӑк опера юрӑҫисен М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери II конкурсӗн лауреачӗ.

Елена Сергеевна – лауреат II Международного конкурса молодых оперных певцов памяти М.Д. Михайлова.

Елена Соколовӑна тава тивӗҫлӗ артист ятне панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34099.html

Федор Павлов Чӗмпӗрте ҫӗнӗ юрӑсем ҫырчӗ, «Нарспи» опера ҫырас ӗмӗтпех пурӑнать, хӑш-пӗр уйрӑм пайӗсем хатӗр те ӗнтӗ…

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Балетпа опера пӗрле!

— Балет и опера вместе!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней