Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

озеровецсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухая Поляна патӗнчи ҫапӑҫура вилнӗ юлташӗсемпе сывпуллашнӑ май, озеровецсем вӗсен виле тӑпри ҫинче залп пачӗҫ иккен.

Озеровцы дали залп над могилой товарищей, погибших в бою у Сухой Поляны.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем вӗсене тыткӑна илчӗҫ те полк штабӗ вырнаҫнӑ пӳрт патне хӑваласа пычӗҫ.

Озеровцы захватили их в плен и пригнали к избе, где размещался штаб полка.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак ҫапӑҫура озеровецсем хӑйсен хирӗҫ тавӑрас кӑмӑлне пӗтӗмӗшпех ирӗк пачӗҫ.

В этом бою озеровцы дали полную волю своему чувству мести.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Килхушши урлӑ, кӑшкӑра-кӑшкӑра, озеровецсем чупаҫҫӗ.

Через двор, крича, бежали озеровцы.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах, каялла ҫаврӑнса пӑхсан, хӗпӗртерӗ, ун хыҫҫӑн ытти озеровецсем те чупаҫҫӗ иккен.

Но, оглянувшись, с удовольствием заметил, что вслед за ним бегут другие озеровцы.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем хытӑ персе тӑнине кура ял хӗрринчи килхушшине кӗрсе выртнӑ нимӗҫсенчен пӗри малалла, карта патӗнчи акаци тӗмисем патнелле ыткӑнчӗ.

Один гитлеровец из той группы, что залегла на крайнем дворе под огнем озеровцев, бросился вперед — к изгороди, к кустам акации.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑвайтсене хупӑрласа илнӗ озеровецсем пӗр сехет ытла вӑрман шавне итлесе ларчӗҫ.

Больше часа озеровцы сидели у костров, плотно окружив огни, и с тревогой прислушивались к шуму леса.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем ҫӗкленчӗҫ те кӑвайтсем умӗнче шӑпланса тӑчӗҫ.

Озеровцы поднялись и замерли у костров.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чул пек хытса кайнӑ ботинкисемпе кӑптӑртаттарса, озеровецсем хутланса, аллисене вӗре-вӗре, хӑлхисене тыткаласа утаҫҫӗ.

Постукивая затвердевшими как камень сапогами, озеровцы шли, горбясь, дуя на руки, хватаясь за уши.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем унтан пичӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, хӑлхисем ҫине пилоткисене антара-антара лартаҫҫӗ, лутӑрканса пӗтнӗ вараланчӑк шинель тӑхӑннӑскерсем, хутлана-хутлана, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнкалаҫҫӗ — ботинкисемпе шӑн тӑпрана тата хытӑрах кӑптӑртаттараҫҫӗ.

Озеровцы отворачивали от нее лица, натягивали на уши пилотки, горбились в своих грязных, обтрепанных шинелях, жались друг к другу и еще сильнее стучали сапогами по мерзлой земле.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем нимӗҫсенне темиҫе машина ҫунтарса ячӗҫ, пит нумай нимӗҫе вӗлерсе тӑкрӗҫ, вара хӑйсем мӗнле ҫапӑҫнинчен тата мӗн-мӗн тунинчен хӑйсем те тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Озеровцы сожгли несколько немецких машин, перебили множество немцев и сами удивились тому, как они дрались и что сделали.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав каҫхинех, тупӑ кӗрӗслетнӗ сасса илтнӗ каҫах, озеровецсем ҫул урлӑ каҫнӑ чух, нимӗҫсене тӗл пулчӗҫ.

Вечером, пересекая большак, озеровцы встретились с немцами.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав минутран пуҫласа вара, хӑйсем ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ пулин те, озеровецсем пурте пушшех ҫине тӑрса хӗвелтухӑҫ еннелле туртӑнма тытӑнчӗҫ.

И начиная с этой минуту, несмотря на то что валились с ног от усталости, озеровцы еще более начали стремиться на восток.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней