Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑпчӑнса (тĕпĕ: лӑпчӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та каярах юлнӑ Иливан хыҫалти кӗҫӗн алӑкран кӗрсен Сарье ӑна лупас айӗнче, тӗттӗмре, тепре тытса чарчӗ, ун ҫумне лӑпчӑнса нумайччен ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен тирӗсем кукаҫу кӗлетӗнче купипех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ», — тесе каласа хурасшӑнччӗ, анчах ҫакӑн пек ырӑ самантра, хӗр ача ун ҫумне йӑмӑкӗ пек лӑпчӑнса хӳтлех шыранӑ вӑхӑтра, ӑна кӳрентерме пултараймарӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кольӑпа иксӗмӗр те хӑвӑрт вӑшт! ҫеҫ лӑпчӑнса выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ҫумӑрпа витӗрех исленнӗскерсем вара йӗпе шӑшисем пек пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Карта хӗррипе лӑпчӑнса, уялла чупрӑм.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Старшинапа тиек сӗтел хушшинче пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса тӑнӑ.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш ӑшне лӑпчӑнса лартӑм.

Помоги переводом

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ урайне лӑпчӑнса лартӑм.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Курпунне кӑларса ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑнса ҫӳреме юратнӑран вӑл хӑй вӑйӗнчен ытлашши япала йӑтнӑ пек курӑнать.

Сгорбленный чуть не до самой земли, он похож на человека, несущего непосильную ношу.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тискер кайӑк пек лӑпчӑнса выртнӑ хуп-хура шыв уҫлӑхӗнче Майрепи киммисӗр пуҫне урӑх нимен те курӑнмасть.

Но на иссиня-черной поверхности Волги никого, кроме одиноко качающейся лодки с мечущейся в ней Майреби.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кутамккине хывас тесе ҫаврӑнкаланӑ май Кӗтерне инке ывӑлӗн паҫӑр хӑй лӑпчӑнса макӑрнӑ сарлака кӑкӑрне курах кайрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ҫумне лӑпчӑнса ачашланать, тепӗр чухне макӑрса та илет.

Помоги переводом

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыратни кӑшт лӑплансан, вӗсене тепӗр хут йӑтма тӑчӗ, анчах каллех лӑпчӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗлӗнмелле мар-и, манаҫлӑ та ҫӳлӗ чиркӳпе юнашар ялти культура ҫурчӗ лӑпчӑнса ларнӑ.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗр чӳрече ҫумне пӗрмаях иксӗр ҫеҫ лӑпчӑнса тӑни йӗркеллех те мар.

Не все же будете вы вдвоем припадать к одному окошку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Лупас ҫумне лӑпчӑнса, Калюков картишӗнче, пӳртре мӗн пулса иртнине тӑнласа тӑчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр хӗрлӗ армеец ҫавӑнтах ҫӗре тӑрӑнчӗ, ыттисем лӑпчӑнса выртрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ворошилов хӑйӗн тур утне карт! туртрӗ те, учӗ пӗтӗм вӑйӗпе ыткӑнса сикнӗ май лӑпчӑнса ларса пыраканскер, полковнике пӗррех хӗҫпеле сулса ячӗ.

Ворошилов толкнул гнедого навстречу и со всего конского маха, завалясь, ударил шашкой полковника.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Темиҫе казак ут ҫилхи ҫумнех лӑпчӑнса, пуля тивесрен хӑтӑлкаласа пырса, чугунҫул ҫинех кӗрсе каяҫҫӗ, анчах унта та вӗсене пулемет ярса илет…

Несколько казаков, спасаясь, пригнувшись к гривам, вскочили на насыпь, но и там их достал пулемет…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑй вагон айне лӑпчӑнса ларчӗ.

Сел, согнувшись, под вагоном.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней