Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулахай хулӗ унӑн, темӗнле курӑнман япала хунӑ пек, лаштах усӑнса аннӑ, куҫӗ ҫӑпата пуҫнелле тинкерсе пӑхнӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Киле ҫитесси ҫинчен ӗмӗтленсе пыракан «Элексантӑр атте» чӗри лаштах турӗ.В груди Александра Петровича будто что-то оборвалось: нет, не видать ему сегодня ни дома, ни кваса…
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӗсем кӗрсе тӑнӑ пысӑках мар пӳлӗмре Джесси диван ҫине лаштах выртрӗ, унтан ҫӗкленчӗ те пуҫне аллисемпе тӗревлерӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӑна пӳлӗмӗнчен тата коридорӑн пӗр пайӗнчен чупса иртсен Джесси кӗтесрен пӑрӑнчӗ те уҫҫа ҫӑрара курсан лаштах сывласа ячӗ, халӗ, яланхи пекех, ҫак уҫӑ ӗҫлекенсен тӳрӗлӗхӗ пирки евитлет.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гервак айккинелле сулӑна-сулӑна каякан урисемпе ҫӗкленчӗ, анчах пуҫӗ ҫаврӑннӑран каллех лаштах ларчӗ.Гервак встала, колеблясь на расползающихся ногах, но головокружение снова усадило ее.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак шухӑшӑн пулма пултарайми тискер сӑмахӗсенчен мӗн пур вӑйран йӗрӗнсе, сехӗрленсе, вӗсен сивлев тапӑнӑвне тӗлкӗшме пикеннӗ пусмана чиксе хунӑн таптаса Джесси куҫӗсене хупрӗ, хӑлхисене хупларӗ те йынӑша-йынӑша кравать ҫине лаштах выртрӗ; ҫав шухӑш сӑмахсене ан ҫаврӑнтӑр тесе ӑсне мӗн килнӗ ҫавна чӗтре-чӗтре мӑкӑртатать…
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Джесси ӗшеннине туйрӗ те куҫӗсене хупса минтерсем ҫине лаштах выртрӗ, Каллех куҫӗсене уҫрӗ те — питӗнче тимлӗхпе аптӑрав тата эрлӗк ӳкерӗннӗ, ҫавӑнпа та Ева тусӗнчен мӗн те-тер ыратни-ыратманнине ыйтрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ун майли — вӗчӗх-усал кӑмӑлӗ тата йывӑр характерӗ, — ҫаксем пирки вӑл халӗ шанчӑклӑ хӳтлӗх тупнӑн ҫӑмӑллӑн лаштах сывласа ярса шухӑшлать.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ, хул пуҫҫисенчен хӗстерсех хунӑскер, ҫӳлелле улӑхрӑм та унта тинех кӑштах ирӗклӗх туйса лаштах сывласа ятӑм; сулахай енче — пысӑк фойен чечексемпе капӑрлатнӑ аркки.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗмсемпе сӗтел патне пырса тӑтӑм, анчах пукансем ҫитместчӗҫ те — Бавс юнашар чупса иртекен арҫын ачана тытса чарчӗ, ӑна хыҫалтан тапрӗ, кӗмӗл укҫа пачӗ, вара парнеллӗ пулнӑскер ресторанран виҫӗ пукан сӗтӗрсе килчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лаштах сывласа ячӗ те сӑмсине нӑшлаттарса малалла вӗҫтерчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗпӗртенипе лаштах сывласа ятӑм.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мӗнех, вӑл хӑйӗн ҫулне тӑсать — ахӑртнех, ҫыран хӗрринчи пекех, пурнӑҫне тӳлеккӗн хушусем панӑ май; эпӗ вара ҫемҫе пукан ҫине лаштах лартӑм, ӑшра тӳмеленсе-ҫаклатса тата кӗнекепе йӑпанас йӳтӗмпе, — малтанхи йӗркесенченех куратӑп: мана пилӗк ҫӗр страницӑран тӑракан кичемлӗх кӗтет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗтӗмпех вӗҫлесен-тӗплесен, ту хушӑкӗ урлӑ чӑн-чӑн тупик ҫӗклесе хурсан лаштах лартӑм, вӑй пӗтнине туятӑп, чӗре ӗшенчӗклӗн талтлатать, алӑсем аран-аран хуҫланаҫҫӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Выртмӑшӑн типӗ курӑкӗ ҫине лаштах ӳкрӗ, унтан пуҫне пӗксе нумай вӑхӑт ларчӗ, пӳртӗнче халӗ ҫеҫ таптаса хытарнӑ тӑнра тӗлӗшпе кӗтмен ҫӗртен килсе пу-сарнӑ сӳрӗклӗхне ӑнланаймасть.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӳпчем ҫын нушаланса-вӗчӗхсе нӳхрепе анать, пусмапа улӑхать те — тарпа исленнӗскер хӑваран авса тунӑ пукан ҫине каллех лаштах ларать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шухӑша путса, револьверне вӗҫертмесӗр вӑл япӑх ҫапса ҫирӗплетнӗ сак ҫине лаштах ларчӗ; халӗ пуласлӑхӗн тӗттӗмлӗхне тата вун тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ канлӗх черченлӗхне нихӑҫанхинчен те уҫӑмлӑрах туять.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент лаштах сывласа ячӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑвӑрттӑн тӗллерӗ те — тухатмӑша ҫурӑлакан пульӑпа персе ӳкерчӗ, тухатмӑш ҫӗҫҫине ӳкерчӗ те ӳпне лаштах лаплатрӗ.Быстро прицелившись, он свалил колдуна разрывной пулей; тот грянулся ничком, выронив нож.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Юлашкинчен хӑлхана ҫурасла кӑшкӑрчӗҫ те — урисене сарса харӑссӑн сикрӗҫ, король умне ӳпне лаштах ӳкрӗҫ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент ҫавӑнтах лаштах тӑсӑлса выртрӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.