Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑр апатне килет те — алӑкран кӗричченех хаваслӑн кӑшкӑрса чӗнет:
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Пӳлӗме вирхӗнсе кӗричченех Калюков урайӗнче Петӗр выртнине, Хуснутдинов, ун ҫине хӑпарса ларнӑскер, ӑна пуҫӗнчен револьверпа тӗлленине куҫ хӗррипе курса ӗлкӗрчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ирхине хӗвел тухса приют чӳречинчен кӗричченех ҫапла ним туймасӑр выртрӗ вӑл.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эсир килсе кӗричченех кайма шутланӑччӗ-ха эпӗ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӑвӑр килсе курса пирӗн ялӑмӑра чыс тӑвас терӗр-и, мӗн ҫӗре кӗричченех пире телей кӳрес тетӗр-и!деревеньку нашу просветить изволили приездом-то своим, осчастливили по гроб дней.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Будки-Войткевицке ятлӑ ялта пурӑнакан поляк ҫыннисем хӑйсен ялне эпир пырса кӗричченех партизансем валли аш-какай, ҫӗрулми тата фураж пухса хатӗрлеме постановлени йышӑннӑ.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Мӗн ҫӗре кӗричченех патшана, помещиксене, фабрикантсене хирӗҫ кӗрешнӗ вӑл.До самой смерти он боролся против царя, помещиков, фабрикантов.
Феликс Дзержинский // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Ҫӗре кӗричченех…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Тархасшӑн… — мӑкӑртатрӗ вӑл алӑкран кӗричченех.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ вӗсем ҫине кӗвӗҫсе пӑхаттӑм, хам вӑрттӑн-хӗрттӗн француз чӗлхине вӗренеттӗм, кама пуҫ таяссине уяса тӑмасӑр пуҫ тайма, калаҫма, ташлама хӑнӑхаттӑм, хама кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн, кичеммӗн пӑхма хӑнӑхтарассишӗн тертленеттӗм, хачӑ ӳте касса кӗричченех чӗрнесемпе асапланаттӑм, — ҫапах тӗллеве пурнӑҫлама татах та нумай тумаллине туяттӑм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрре ӑна, ватӑ ҫынна хӗрхенсе-тӗр, колхоз председателӗ: «Тавтапуҫ сана, Мукуҫ мучи, кун чухлӗ ӗҫлесе патӑн, кан килӳнте ирӗккӗн», тенӗ пулать те, лешӗ вара, пӑшатан пек куҫӗле тӗллесе, хирӗҫ ҫапла лаплаттарса хунӑ пулать: «Эс ачам, малтан ман ҫула ҫит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаҫ. Сана вара, шӑллӑм, кӑшт-кашт килте ларкаласан та пӑсмасть. Арӑмна хир кӑтартма пӑрахни те ултӑ ҫул — ачи-пӑчипех пӑчланчӗ, колхоз ӗҫне ҫӳремест. Пулӑш арӑмна. Мана вара — ан тӗкӗн, ман вырӑн халь ҫӗре кӗричченех кунта!» — тенӗ пулать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ кӗтесселле пӑрӑнса кӗричченех вӑл пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, ман хыҫран пӑхрӗ…Пока я за угол не свернул, все стояла на месте, как вкопанная, смотрела мне вслед.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Яшки вӗреме кӗричченех, час пиҫет-и-ха, час пиҫет-и тесе, темиҫе хутчен ыйтрӗ.Он был настолько голоден, что то и дело заглядывал в котел и спрашивал: «Не готова еще?»
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей пӳрте кӗричченех хӑйӗн хӑмӑр шлепкине хывнӑччӗ, ӑна халӗ сулахай хул хушшине хӗстерсе тытрӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ӑна кӗричченех эпӗ унан револьверне туртса илтӗм те, пӗрре пенипех унӑн янах шӑммине ҫӗмӗрсе, хӑйне ҫул айӑккинелле сӗтӗрсе кайса пӑрахрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Тен, тин ҫуралнӑ ачапа пӗрле ҫак ҫутӑ тӗнчене тӳсейми, нихҫан пусарайми хурлӑх ҫуралчӗ, ҫав хурлӑх, ҫӗнӗ чун сӑпки ҫийӗн явӑнса, вӑл мӗн ҫӗре кӗричченех унран хӑпмӗ, амӑшӗн чӗри, тен, шӑпах ҫакна туйса илчӗ пулӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫук, вӑл ҫирӗппӗнех пӗлсе тӑчӗ: халь вӑл ҫывӑрса каяс ҫук, вӗсем килсе кӗричченех, яла ирӗке кӑларичченех ҫывӑрас ҫук.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫӗрле, сивӗ кухньӑра, ҫӑмӑл тӑхӑннӑскерсем, вӗсем шӑнса кайичченех, калаҫӑва ҫывӑрмалли пӳлӗмре малалла тӑсасси ҫинчен телейлӗ шухӑш килсе кӗричченех, калаҫрӗҫ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн сылтӑм алли ручкӑна ярса илсе хуҫрӗ те, ӑна вӑл пӗри чернилпа вараланнӑ тата кушӑрканӑ алтупанне шӑтарса кӗричченех хытӑ пӑчӑртарӗ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эпир — чиркӳсемпе фабрикӑсем тӑвакан, сӑнчӑрсемпе укҫа шаккаса туса кӑларакан ҫынсем, эпир — пурне те кипкере выртнӑ вӑхӑтран пуҫласа тупӑка кӗричченех тӑрантарса, ыр кӑтартса пуранакан чӗрӗ вӑй…
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.