Поиск
Шырав ĕçĕ:
Раман хыҫҫӑн кӗввине ҫеҫ ӗнӗрлекелесе утрӗ.
25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Йӑлӑхтармӑш юр куҫа хупласа пычӗ, пите пӗр шелсӗр йӗплерӗ, ҫил хӑйӗн кичемлентерекен хӑрушӑ кӗввине ӗнӗрлерӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ун чунӗн кӗввине эпӗ шӑплӑхра та туяттӑмччӗ.
XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Тӗк пекех ҫӑмӑлланса каятӑн чӑвашсен ташӑ кӗввине илтсен.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Акӑ, паян ҫур кун асапланса та, хӑйӗн ӑшри ҫӗнӗ кӗввине чӗлӗхсем ҫине кӑлараймарӗ вӑл.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Купӑс кӗввине итлеме пӗлмесӗр сиккелекен, хур пек пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнине саккӑрла ҫаптарни тесе шутлакан Хӑяккӑн Теренти пек-и?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ташшине кура — кӗвви, кӗввине кура — ташши.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл «Пирӗн урам анаталла» юрӑ кӗввине шӑхӑркаласа хаваслӑн тумланчӗ те кайри пӳлӗме тухрӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл, ман ҫине пӑхмасӑр, рояль умне ҫаврӑнса ларчӗ те каллех хӑй юратнӑ кӗввине — «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» ерипен калама пуҫларӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Урам варрине ҫитерехпе «Пирӗн урам анаталла» юррӑн кӗввине тӑсса ячӗ, ҫурма сасӑпа юрлама тытӑнчӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Патефон вальс кӗввине шӑрантарса ячӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Чемчем, шӑнкӑрав, шартла, ытти чипер курӑксен айӗнче ҫу ырлӑхӗпе киленекен харсӑр, хытанка сассисемпе ал сехетне ҫаврӑннӑ уяр шӑрчӑкӗсен хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ хӑчлаттарни ҫеҫ ҫулакансен симфонилле хӗрӳ ӗҫ кӗввине ларасшӑн мар.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кӗҫех ун кӗввине юмахри пур ырӑ, илемлӗ сӗлешен кайӑксен пӗрлехи мухтав юрри те ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Асамлӑ юрӑҫӑ вара каллех ҫывхарчӗ, ватӑсен ҫамрӑклӑхне аса илтерсе хӑй кӗввине кӗвӗлерӗ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Ленӑн куҫӗсем чарӑлсах кайрӗҫ, вӑл пӗр хушӑ темиҫе пин сасӑпа шиплетекен чӗпӗсем ҫине тинкерсе, вӗсен янӑраса тӑракан кӗввине итлесе тӑчӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вара Володя похода кайма хатӗрленнӗ салтак пек мӑлатукне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртса, революци пулнӑранпах Бессараби ҫыннисен чунӗсенче упранакан юрӑ кӗввине шӑхӑрма пуҫларӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кӗввине те, сӑввине те Хӗветӗр хӑех ҫырнӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ӗҫчен ҫынсене хавхалантарса, тӑри ӗмӗртенхи «ӗҫле-ӗҫле-ӗҫле-ҫи» кӗввине хавассӑн шӑрантарать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.