Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗн хуп-хура куҫӗсем именчӗклӗн йӑлкӑшса илчӗҫ, вӑл хулпуҫҫи ҫине усӑнса аннӑ кӑпӑш ҫӳҫне ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ те йӗкӗте хирӗҫ тухрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хумлӑ-хумлӑ кӑпӑш ҫӳҫӗ Пуснӑ майӑн аллипе Хумханать.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Ӗнтӗ пӗтӗм ял шап-шурӑ кӑпӑш юрпа витӗннӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Кашни пусмассерен ура айӗнчен тусанпа хутӑш кӑпӑш юр вӗҫет.Из-под ног взлетают фонтаны жидкой грязи — пыли, смешанной со снегом.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Савтепин кӑштах уҫӑлса тӑракан кӑпӑш тути ӑна антраса каймалла чӗррӗн те илӗртӳллӗн курӑнать.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ун ҫӳҫӗ шӑрт пек те сайра, Пит-куҫӗ кӑпӑш та хуралнӑ, Пит мӑкӑрӑлнӑ ун кайра.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ун хыҫҫӑн ҫине тӑрсах ҫапӑнмалла та сив шывпа чӳхенмелле е кӑпӑш юр ӑшне чӑммалла.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кӑпӑш юрпа витӗннӗ площадь варринче тӑваткӑл шӑтӑк курӑнать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Юлашки сӑмахсене каланӑ чух старикӗн кӑпӑш шур сухалӗ чӗтрени лайӑхах палӑрчӗ, кӑмӑлӗ пӑлханни те сассинченех паллӑ пулчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Паллас та ҫук: ватӑ старик тейӗн, — кӑпӑш пурҫӑн кӗпин шлейфне пӳрнисемпе ҫӑмӑллӑн хӑпартса хирӗҫ пычӗ Ева.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫивӗчӗ ҫеҫ кӑпӑш та вӑрӑм — пилӗк таранах.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Краватьсем пуҫӗсенче кӑпӑш мамӑк минтерсем.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Соня крыльца ҫинче ал сулса тӑни, унӑн кӑпӑш ҫивӗчӗ сулахай хулпуҫҫийӗ ҫинче илемлӗн явӑнса выртни куҫӗнчен ҫухалман — куҫ тӗлне ӳкнӗ сӑнӳкерчӗк пек туйӑннӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Au demain, Sophie — Соньӑн кӑпӑш ҫивӗтне вӗҫӗнчен кӑшт ачашласа каларӗ Эльгеев.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кайри ҫырма леш енне кӑпӑш юр сапнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Винтӑллӑ тимӗр авӑра пӑра-пӑра антарса, кӑпӑш хӑмлана кирпӗч пек хытарасси — вӑйпитти арҫын ӗҫӗ.
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Те урапа кустӑрмисем кӑпӑш тислӗке хускатнипе, те Айван хӑйӗн вӑрӑм хӳрипе ҫумри шӑнасене хӳтернипе, лӗп-пылак тислӗк шӑрши Хӗветӗршӗн ӑшӑ чуста шӑрши пекех туйӑнса кайрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Лашана хыпашласа-тӗрткелесе тӗрӗслерӗм; вӑл тӳсӗмлӗ, чӗлпӗре туять, хӑвӑрт чупать; ку — хавшак-вӗри, селӗм-чипер куҫсемлӗ, шурӑ ҫилхеллӗ тӑватӑ ҫулти тур ӑйӑр; пӳлмеке кӗртсе тӑратсан вӑл мана хӑлхаран чӗлхипе ҫепӗҫҫӗн ҫулларӗ, эпӗ вара аллӑма кӑпӑш ҫилхе ӑшне чикрӗм.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ, кӑпӑш тӑрӑллӑ хӑш-пӗр йывӑҫ — витӗр курӑнакан мӗлке евӗр.Отдельные деревья с пышными перистыми вершинами стояли подобно прозрачным теням.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чул тӗпӗн айӗнче, тикӗс мар чутланипе-и е ытти сӑлтавпа-и — темиҫе пушӑлӑх тупӑнчӗ, вӗсем кӑпӑш йӑва хумалли чукун тӑрӑх путӑкӗсем евӗрлӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.