Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ мӗншӗн вӑл, эпӗ лётчиксен группине ертсе фашистсен «сунарҫисемпе» ҫапӑҫма кайни ҫинчен, эпӗ вӑл ҫуралнӑ хулана ирӗке кӑларассишӗн пыракан ҫапӑҫура пуласси ҫинчен пӗлсен, питех те пӑлханма пуҫланӑ.
8. Командировка // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӑл ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм, тесе калама пултартӑр…»
Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпир, Путивльри большевиксем, яланах хамӑр района пӗтӗм Украинипе чи малти вырӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаттӑмӑр.У всех нас, большевиков Путивля, была заветная цель — вывести свой район на первое место по Украине.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗррехинче Зубавин патне Громада генерал шӑнкӑртаттарчӗ, Прагӑран килекен поездпа Явора паллӑ хӗрарӑм — Вера Гавриловна Мельникова, Совет Союзӗн Геройӗсен — Викторпа Андрейӑн, Чехословакие ирӗке кӑларассишӗн гитлеровецсене хирӗҫ кӗрешсе вилнӗскерсен, амӑшӗ таврӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Белограй юлташа, демобилизаципе килнӗ старшинана, унпа пӗр полкра тӑнӑскере, хисеплӗ гвардееца, Карпат леш енчи ҫӗрсене ирӗке кӑларассишӗн юн тӑкнӑ ҫынна», яланлӑхах прописать тума ыйтрӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Атте пире хамӑра хамӑр епле тыткалас енӗпе ӑс парассишӗн те мар, вӗрентсе кӑларассишӗн те мар, ятлӑ ҫынсемпе ҫыхӑнусем тытма хӑнӑхтарассишӗн ытларах тӑрӑшать.Заботою о нас отца было не столько нравственность и образование, сколько светские отношения.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та курах кайнӑ: Упа йӑва умӗнче тапаҫланать кӑна, мӗнпур вӑйӗпе мекӗрленет, пуҫне шӑтӑкран калла туртса кӑларассишӗн тӗрмешет, анчах унӑн пуҫӗ ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех, ниҫталла та тапранмасть.
Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Вӑл шкул — писарьсен, кантонистсемпе аудиторсен, ӗҫлӗ ҫынсемпе флигельмансен, кӗске ӑслӑ анчах хӑйсене хушнисене тӗп-тӗрӗс тӑвакан, чунсӑр — анчах хӑйсене чапа кӑларассишӗн тӑрӑшакан, пуҫпа питех шухӑшлайман, анчах «тӑрӑшни пурне те ҫӗнтерет» тесе пурӑнакансен шкулӗ пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Рабочи класа ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекенсен союзӗ», «Искра» хаҫат, парти — пурте патша йӗркине аркатма чӗннӗ.
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫапла йӗркеленет Революциллӗ союз, кайран ӑна «Рабочи класа ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекенсен союзӗ» тесе ят параҫҫӗ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларассишӗн пыракан хаяр ҫапӑҫусенче палӑрнӑ совет ҫыннисен чӑн-чӑн сӑнарне, вӗсен нихӑҫан сӳнми паттӑрлӑхӗпе харсӑрлӑхне тивӗҫлипе кӑтартса панӑ.
Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.
Унтан ҫав пурлӑ-ҫуклӑ вӑйӗсене каллех, этем тӳсейми кӗрешӳре, ӗҫе ирӗке кӑларассишӗн салатаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӗсем айӑпланакана тӳрре кӑларассишӗн янӑраҫҫӗ, чи усал айӑплаканӗ пулнӑ ҫынна айӑплаҫҫӗ.Это оправдание обвиняемому и обвинение тому, кто был самым ярым из всех обвинителей.
ХСVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл ҫынна пулӑшасшӑн, ҫутта кӑларассишӗн, вӗрентесшӗн тӑрӑшнӑ, — ҫавӑнта ӗнтӗ унӑн чапӗ, вилӗмсӗрлӗхӗ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫапла, эпир вырӑс рабочисемпе хресченсен тӑванӗсем тата ӗҫҫыннисене ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекенсемшӗн пуриншӗн те тӑвансем.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
«Эпӗ, гражданин Щорс, хамӑн ирӗкпех Украинӑри 1-мӗш повстанческий полк ӗретне кӗретӗп тата хамӑн начальствӑн пур приказӗсене те нимӗн иккӗленсе тӑмасӑр пурнӑҫа кӗртсе пырса капиталистсене хирӗҫ, Украинӑна оккупантсемпе контрреволюционерсенчен ирӗке кӑларассишӗн хамӑн пурнӑҫӑма шеллемесӗр кӗрешме обязательство паратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл этемӗн пӗрре ҫеҫ килет, ҫавӑнпа та вилнӗ чух: пӗтӗм пурнӑҫа, пӗтӗм вӑя, тӗнчери чи кирлишӗн — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм, темелле пултӑр».
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пире хупӑрласа тӑракан тавралӑх, шкулта мӗн вӗрентнисем пурте ачасене чӑн-чӑн ҫын, гуманист пулма, хамӑр тунисене ишме-ҫӗмӗрме мар, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тума, шухӑшласа тунине пӗтерме мар, тата ытларах шухӑшласа кӑларассишӗн тӑрӑшма вӗрентсе ӳстернӗ.
Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл пӗрре кӑна килет, ҫавӑнпа усӑсӑр пурӑнса ирттернӗ ҫулсемшӗн кӳренмелле ан пултӑр тесе пурӑнмалла… ҫын хӑй вилнӗ чухне: пӗтӗм пурнӑҫа, пӗтӗм вӑя тӗнчери чи лайӑх ӗҫшӗн — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм теме пултартӑр».
Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне пӗр тӗллевшӗн — пусмӑрта пурӑнакан халӑха ирӗке кӑларассишӗн — парать.Всю свою жизнь он посвятил одному, стремился к одной цели: чтобы угнетенный народ обрел свободу.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.