Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кулленхи (тĕпĕ: куллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радио передачисем совет ҫыннисене кулленхи пурнӑҫпа ӗҫре пысӑк пулӑшу пани, радио итлесси ӗҫ ҫыннисен йӑлине ҫирӗппӗн кӗрсе пыни ҫинчен калакан тӗслӗхсем пит нумай илсе кӑтартма пулать.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радион малашлӑхне курса, вӑл радио миллионлӑ массӑсен митингӗ пуласса шанса тӑнӑ, радио халӑха кулленхи ӗҫре хавхалантаракан пысӑк вӑй пулассине, унӑн аслӑ малашлӑхне кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Паянхи е хальхи вӑл — писателӗн куллен-кунхи ӗҫӗ, кулленхи пурнӑҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче, кулленхи тӗллевсене пурнӑҫласа, нимрен хаклӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн курӑмлӑ тӳпе хыврӗ, хывать те.

Каждый на своём рабочем месте, выполняя, казалось бы, повседневные задачи, вносил и вносит вклад в достижение заветной Победы.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Уява пухӑннисем ушкӑн ертӳҫине Вероника Ивановӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, кулленхи ӗҫре ҫитӗнӳ сунса чӗрӗ чечек ҫыххи парса саламларӗҫ.

Помоги переводом

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

«Ҫамрӑк профессионалсем» чемпионатсене хутшӑнакансене хатӗрлесси тата шкул ачисем хушшинче турнирсем ирттересси те кулленхи планрах вӗсен.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Юрӑ-ташӑра вӑхӑтлӑха кулленхи хуйхӑ-суйхӑ манӑҫать, пулас телей ҫути ҫывхарарах курӑнать.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулленхи ӗҫсемпе лӑпкӑн аппаланӑр.

В спокойном режиме занимайтесь повседневными делами.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.

Помоги переводом

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ун йӗри-тавра пӗтӗм шӑпӑрланӑн кулленхи пурнӑҫӗ ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Партизан ачана йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑнӑхтарнӑ, ҫамрӑк йӗкӗт вара кулленхи ӗҫпе пиҫӗхнӗ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

«Ылтӑн пучах» кӗнекери сӑввисенче Надежда Никитична тӑван ен хӑйне евӗрлӗхне сӑнлать, кулленхи улшӑнусене асӑрхама вӗрентет.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Кил те ферма, ферма та кил — ҫакӑ унӑн кулленхи ҫул тӑршшӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗррехинче, кантура пырса кӗрсен, Ирина кулленхи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне палӑртакан хӑма патӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нумай пулмасть эпир кулленхи плана тивӗҫлӗ тултарма сӑмах патӑмӑр: пирӗн шухӑш — план ҫинчен, унӑн — эпир ӑнсӑртран пӑта ҫине пусса урана ыраттарсси ҫинчен.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройка пуҫланнӑ кунтанах пурте тӑрӑшса та типтерлӗ ӗҫленӗ пулсан, кулленхи нормӑна ҫӗр вун процент тултарни кирлӗ те марччӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпир кулленхи ӗҫ нормине малашне ҫӗр вунӑ процент тултарса пырассишӗн тӑрӑшӑпӑр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Семен Сергеевич, — терӗ вӑл лӑпкӑн, — эпӗ сана хама кулленхи ӗҫре пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп…

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

— Тӗрӗсси тӗрӗсех-ха, — тин килӗшрӗ унпа секретарь, — кулленхи палӑртнӑ-палӑртман ӗҫ чӑнах мӑйран пӑвать пире.

Помоги переводом

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней