Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах вӗсем ҫак вӑхӑтрах уйӑрӑлма шутламарӗҫ, козаксен ҫарӗ чакнине тӑшман ан куртӑр тесе, сӗм ҫӗрлеччен тӑхтама шут тытрӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем, мӗнпур ҫынна хӑналаса тата ҫут тӗнчере пурте савӑнччӑр тесе музыкантсене тара тытса, козаксен йӑлипе пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевой хӑйӗн тивӗҫӗ хушнӑ тӑрӑх козаксен пӗр ушкӑнӗпе тутарсем хыҫҫӑн каять, тепӗр ушкӑнӗ хӑйне валли наказной атаман суйласа лартать.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑна пур козаксем те хисеплеҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен кошевоя суйланнӑ, вӑрҫӑра та питех те маттур козак, анчах тахҫанах ватӑлса ҫитнӗ, нимле походсенче те пулман, никама та нимӗнле канаш пама та юратман ватӑ салтак, козаксен ушкӑнӗсем патӗнче хӑяккӑн выртса, пулса иртнӗ ӗҫсемпе козаксен похочӗсем ҫинчен каласа панине итлеме ҫеҫ юратнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл пысӑк инкек пулса иртни ҫинчен пӗлтерме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ: анчах ӗҫ мӗнле пулнӑ, юлнӑ запорожецсем козаксен йӑлипе ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ҫаплипех тыткӑна парӑннӑ-и тата ҫарӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене ҫӗр айне чавса хунӑ вырӑна тутарсем мӗнле пӗлнӗ — кӑна нимӗн те калайман.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Икӗ ҫивӗчлӗ пысӑк хӗҫӗсемпе, вӑрӑм сӑнӑсемпе тупӑксем алтрӗҫ, ҫӗлӗксемпе, тумтир аркипе тӑпра йӑтрӗҫ, козаксен ӳчӗсене тирпейлесе хучӗҫ те, вӗсен куҫӗсене ҫӑхансемпе ҫӑткӑн ӑмӑрткайӑксем сӑхса пӗтӗрмелле ан пултӑр тесе, чӗрӗ тӑпрапа витрӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑраса ӳкнӗ вӑкӑрсем тискеррӗн мӗкӗрсе ячӗҫ, козаксен таборӗсем еннелле ҫаврӑнса лавсене ҫӗмӗрсе пӗтӗрчӗҫ, ҫынсене нумайӑшне таптаса тӑкрӗҫ.Взревели испуганные быки, поворотили на козацкие таборы, переломали возы и многих перетоптали.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лутра полковник хапха ҫывӑхӗнче ҫапӑҫӑва хутшӑнмасӑр уйрӑмӑн тӑракан тӑватӑ сотньӑна ал сулчӗ; унтан вара козаксен ушкӑнӗсем ҫинелле картечпа пӗрсе ячӗҫ, анчах нумай ҫыннах лектереймерӗҫ: пульӑсем козаксем ҫапӑҫнине сехӗрленсе пӑхса тӑракан вӑкӑрӗсене пырса тиврӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксен речӗсем хула стени умӗнче лапкӑн тӑраҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл козаксен таборӗ хушшипе, унтан таса хир тӑрӑх таҫта ҫитиччен пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр чупрӗ.Долго еще бежал он без оглядки между козацким табором и потом далеко по всему чистому полю,
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«пан, ан шарла, никама та ан кала: козаксен лавӗсем хушшинче манӑн та пӗр лав пур; эпӗ козаксене кирлӗ тӗрлӗ япала турттарса пыратӑп, ҫул тӑрӑх ҫара кирлӗ япаласене ҫав тери йӳнӗ хакпа сутатӑп; нимле жид сутман йӳне хакпа сутатӑп.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пур ҫӗрте те лаша ури сасси, тӗрӗслес тесе пӑшалсенчен пени, хӗҫ таврашӗсем чанклатни, вӑкӑрсем мӗкӗрни, ҫавӑракан урапасем чӗриклетни, калаҫни, кӑшкӑрни, выльӑх хӑвалани илтӗнсе тӑрать, часах козаксен таборӗ пӗтӗм хир тӑрӑх таҫта ҫитиех чӑсӑлса кайрӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫынсем сасартӑках пурте киммисене ҫула кайма хатӗрлессе пӑрахса ҫыран хӗрринчен кунталла тухрӗҫ, мӗншӗн тесен, вӗсен халь похода тинӗспе мар, типҫӗрпе каймалла килсе тухрӗ, вӗсене суднӑсемпе козаксен чайкисем мар, урапасемпе лашасем кирлӗ пулса тӑчӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унта кимӗсене хӑмасемпе саплаҫҫӗ; кунта ӑна ӳпне йӑвантарса вӗсен шӑтӑкӗсене тӗрлӗ япалапа питӗреҫҫӗ тата ҫиелтен смала сӗреҫҫӗ; лере тинӗсре хумсем ан путарччӑр тесе козаксен яланхи йӑлипе кимӗсем ҫумне вӑрӑм хӑмӑш кӗлтисем ҫыха-ҫыха лартаҫҫӗ; тата леререх ҫыран тӑрӑх пур ҫӗрте те таҫта ҫитичченех вут чӗртсе янӑ та, суднӑсене сӗрме пӑхӑр хурансенче смала вӗретеҫҫӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫапла майпа Кирдягӑна козаксен ушкӑнне илсе кӗнӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем пӑшалпа питӗ хӑвӑрт та тӗл переҫҫӗ, шыв юххине хирӗҫ ишсе Днепр урлӑ каҫаҫҫӗ, ку вара чаплӑ ӗҫ шутланать, уншӑн ҫӗнӗ ҫынна чыслӑн козаксен ушкӑнне илеҫҫӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗнтӗ паҫӑртанпах йӗри-тавра симӗс ҫеҫенхир кӑна курӑнать, икӗ енӗпе те пуҫ таранах симӗс курӑк ӳсет, унӑн пучахӗсем ҫийӗпе козаксен хура ҫӗлӗкӗсем ҫеҫ вӗлтлете-вӗлтлете илеҫҫӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне малтанах ҫакӑн пек шухӑшпа йӑпатнӑ: акӑ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе Сеча ҫитет те: «пӑхӑр-ха, сирӗн пата эпӗ мӗнле маттур ачасем илсе килтӗм!» тесе вӗсене, ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ пур ватӑ юлташӗсене те ывӑлӗсемпе паллаштарать, ывӑлӗсем ҫапӑҫу наукине тата козаксен ӗҫкине мӗнле хӑнӑхса пынине сӑнать (ӗҫме пултарнине вӑл рыцарьӑн лайӑх енӗсенчен пӗри тесе шутланӑ).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.