Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картлашки (тĕпĕ: картлашка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нетӳк аппа пӳрт картлашки ҫинче ҫапла пӗр ҫур сехет ним чӗнмесӗр ларчӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Анюта пусма картлашки тӑрӑх чупса анчӗ те Рамана алӑран пырса тытрӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр урам леш еннелле ертсе кайрӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тен, унта каяр мар-и? — сасартӑк Ванюш савнине тӗртсе илчӗ, тепӗр аллипе аслӑк ҫинелле тӑратнӑ пусма картлашки ҫинелле сӗлтсе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карьера картлашки ҫинче ҫирӗпленмелли майпа усӑ курӑр.

Не упустите великолепный шанс упрочить свое положение на карьерной лестнице.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шатӑрт! хуҫӑлчӗ сасартӑк пусма картлашки.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви ҫӗнӗмрен тухрӗ те пусма картлашки ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня ҫывӑхри лавкка кӗлечӗн картлашки ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Крыльца картлашки ҫинче ларакан ҫарран хӗр ҫӳҫ уҫатчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Манран виҫ-тӑват утӑмра, ҫӳлти хута хӑпармалли пусма картлашки ҫинче, иккӗн — ҫамрӑк мар арҫынпа йӗкӗт — калаҫса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӗсем крыльца картлашки ҫине ларчӗҫ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мӗншӗн тесен ҫамрӑк ҫын строитель ӑсталӑхӗн чи аялти картлашки ҫине пырса пуснине, унтан вара ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пынине курса савӑннинчен пысӑкрах савӑнӑҫ ҫук маншӑн.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уншӑн нимрен ытларах пурнӑҫ пусмин ҫӳлерех картлашки ҫинче тӑракансен сӑмахӗ хаклӑ, вӗсене ҫӑвар карсах тӑнлать.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫенӗк картлашки умне вӗсем шуса тенӗ пек ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ ҫенӗк картлашки.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫенӗк картлашки ҫине юр тултарнӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шурӑ пир ҫенӗк картлашки патне ҫитиех тӑсӑлать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Крыльца картлашки ҫинче тӑракан Изамбаев пирус чӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

71 килограмлӑ виҫере пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине Иван Петров хӑпарнӑ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Павел Даловпа Федор Николаев пайланӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Тепӗр виҫере Юнус Вахитов ҫӗнтернӗ, Ильгам Яббаров пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Сасартӑк анне, яштака кӗлеткипе яштах тӳрленсе, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, йӑлтӑркка ҫивӗч хӑмӑр куҫне кӗлет картлашки еннелле валт вӗҫтерчӗ:

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней