Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

капланса (тĕпĕ: каплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— ?! — калаҫайми пулчӗ ларчӗ Юкур, пырне тем капланса ларчӗ, мухмӑрӑн ҫӑварӗнчи йӗплӗ те типӗ ҫӑмахӗ ҫӑтса та ҫӑтӑнмасть.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утмӑлтурат Уртемӗ кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса каясла хаяррӑн пӑхса тӑнине курсан, шофер шӑмшакне урӑлтаракан темле сивӗлӗх капланса пырса кӗрет.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пач кӗтмен чух капланса тухнӑ чӑрсӑрлӑх Левене сасартӑк ура ҫине тӑратать:

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кил хуҫи курӑннӑ-курӑнман хуняма карчӑка темле вӑй капланса пырса кӗрет:

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытарма ҫуккине курсан, ялан темле вӗри шыв, лакӑртатса вӗрекенни, капланса пырса кӗрет ман чӗрене.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аркадий Давыдович пенсие тухасси ҫинчен пӗлсен, ун пырне тем капланса килет.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сан чунна тин, пӗвене татса кайнӑ ҫумӑр шывӗ евӗр, мӑнаҫлӑх капланса хӑпарать, вара хӗвел те сан ҫине (санран мӑшкӑллакансем ҫине мар!) ӑшшӑнрах пӑхнӑн, кайӑксем те саншӑн ҫеҫ ытармалла мар юрланӑн туйӑнать.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аслашшӗ: «Те патшалӑхах лекет ӗнтӗ ку выльӑх, те такамӑн шывсикки евӗр пырне ҫеҫ?» — тенине илтсен, Шӑнкӑрча темле хӑрушӑ та чӑрсӑр вӑй капланса пырса кӗрет.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аша, тем чухлӗ кӗртес темесен те, ҫав шиклӗ шухӑшӑн сивӗ вӑркӑшӗ капланса пырать-пыратех.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унтан вара, тӑшмансем ҫӗршыв ӑшнелле капланса пырсан, Светлана ҫак аслӑ шыва хӳтӗлеме тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Михаил Ноздряков ыйту ҫивӗчлӗхӗ чылайранпа капланса пыни ҫинчен каланӑ май парӑмсен темине «кисретсе илмеллине» палӑртрӗ — вӗсен виҫине, хӑҫантанпа капланнине тӗплӗн тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗнчӗ.

Помоги переводом

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Пӗрисем иртме те ӗлкӗреймеҫҫӗ — ҫавӑнтах теприсем капланса килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Пӗр пуҫа мӗн чухлӗ шухӑш капланса килнинчен тӗлӗнетӗп.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрлана чарӑнсан, Сантӑркка чей вӗретнӗ вӑхӑтра, Ҫимун ватӑ хурӑн айне хӳшӗ туса хучӗ — иртенпех анӑҫран хура пӗлӗтсем капланса тухма пуҫларӗҫ, каҫ енне ҫумӑр ҫӑвасса Ҫимунӑн упа лӑсканӑ ҫан-ҫурӑмӗ аванах систерет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ тупӑм капланса килнипе Иванӑн куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах ҫамрӑк савнисем, хӑйсем ҫине хура пӗлӗт капланса килнине кура тӑркачах, унран хӑтӑлма пӗлеймерӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем валемӗн-валемӗн капланса чупаҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавраран капланса килнӗ шывран пӗве хӑвӑрт хӑтӑласшӑн.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Шалта вара — Везувийӗн капланса ҫитнӗ, шӑранса ирӗлнӗ чулӗ тухма хатӗрленнӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Темӗскер капланса килчӗ курӑнать те, ӗсӗклемесӗр йӗре пуҫларӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней