Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калаҫкаласа (тĕпĕ: калаҫкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫ килекенсем, Анатолий Ҫеменович тӗлне ҫитсен, чарӑнса тӑрсах ун ҫинелле пӑхаҫҫӗ, куҫҫулӗ юхтарса утакан ватӑ ҫынна шеллесе, пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ йытӑ ҫурине хӗрхенсе, хӑйсем тӗллӗн шӑппӑн калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫапах та хутран-ситрен кӗтнӗ пек те калаҫкаласа илет карчӑк хӑйӗн ывӑлӗ пирки: таврӑнсан, тен, ҫурт-йӗре юсӗ… ялӗпе те урӑх ҫук ман пӳрт пек кивви, тет.

Помоги переводом

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аванмарланса асап тӳсни ҫеҫ темелле ӗнтӗ кунашкал чӗмсӗр этем ҫумӗнче: те ун пекех шӑпӑрт тӑмалла, те калаҫкаласа та илмелле?..

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк ҫын пурне те ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ, пӗринпе те тепринпе калаҫкаласа, тӗпеле иртрӗ те, куҫ хупса иличчен тенӗ пек, карлӑк леш енне, диспетчерсем патне, кӗрсе те тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сан пек ҫывӑх туспа калаҫкаласа ларма кӑнтӑр кунӗ те шел мар.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку шухӑша вӑл палӑртмарӗ, хаваслӑн, кӑмӑллӑн калаҫкаласа Инессӑна хывӑнма пулӑшрӗ, кухньӑна ҫавӑтса кӗрсе пӗчӗкрех сӗтел хушшинчи пукан ҫине ларма сӗнчӗ:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ачасем те чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, арҫынсем танлӑн калаҫкаласа тӑраҫҫӗ, вӗсенчен леререх — хӗрупраҫсем, вӗсем кам ҫӗнтересси пирки тавлашаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кусем, самай пӑшӑхнӑскерсем, пуртӑ-пӑчкӑ-кӗреҫе тарлаттарнӑскерсем, ӗҫре туптаннӑ, хура ҫилӗм ҫыпӑҫнӑ аллисене умывальника танкӑртаттарса, унран шыв шӑнӑкӑртаттарса юхтарса ҫуса тасатрӗҫ, мамӑклӑ пит шӑллипе шӑлса типӗткелерӗҫ, вара пӳрте кӗпӗрленсе кӗчӗҫ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, хӑш-хӑш, паш-паш, ваш-ваш сывлакаласа, сӗтел хушшине майлашӑнкаласа ларчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, пуҫа ухтаракан та устаракан тостсем каласа, чӑн сӑмаха шӳтпе те тутлӑлантарса, кулкаласа та ҫиҫкелесе, черккесемпе стакансен тӑррисене таткаларӗҫ, ҫырткаларӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах та, хӗрсем тепӗр хушӑ калаҫкаласа кулнӑ хыҫҫӑн тӗмӗ умӗнчен пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Мана мӗн тата, эпӗ те тухмастӑп, — калаҫкаласа илчӗҫ унта та кунта.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, эсир калаҫкаласа ларӑр-ха.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗншӗн лармарӑр тата, Матвей Захарч, лармаллаччӗ-ха кӑштах калаҫкаласа, — терӗ урамран шыв ӑсса кӗрекен хӗр, витрисене килкартине лартса.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Председатель хӗрсемпе калаҫкаласа илнӗ хыҫҫӑн, тата кайса ҫӳремеллисем пур тесе, фермӑран стройка еннелле ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Айта ман пата, калаҫкаласа ларӑпӑр, ҫӗнӗ кӗнекесем кӑтартӑп.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шупашкартан Калининӑна каякан ҫул ҫине тухсан, хӗрпе каччӑ кӑшт-кашт калаҫкаласа илчӗҫ те шӑпӑртах пулса кашни хӑйӗн шухӑшӗсемпе ирӗккӗн хуҫаланса пычӗҫ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫапла калаҫкаласа шӳт тӑватчӗ вӑл.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Малтанах вӗсем калаҫкаласа ларчӗҫ, унтан Урсэкие спектакль кӑтартрӗ, кӗнекесем вуларӗҫ.

Сначала беседа, потом театр Урсэкие, чтение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапла чылайччен калаҫкаласа ларса вӑрман касакансем самаях канчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней