Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вӑкӑрӗсене те, урапине те, пурне те илмелле пулнӑ…
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аникушкӑн пулас?», — тесе шутларӗ Григорий, хӗстернӗ куҫӗсене шутарса пӑхса, вӑкӑрӗсене тата плуг хыҫҫӑн утакан ҫынна палласа илсе.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан аллипе сулчӗ, кӑрпӑклӑ ҫерем тӑрӑх кайма пуҫланӑ вӑкӑрӗсене ҫул ҫине кӑларса, пушшипеле шартлаттарса илчӗ, унтан ҫуна хыҫӗнчен утса пыракан Григорие нумайччен тинкерсе пӑхса ӑсатрӗ, Григорий малтанхи кӳлӗрен аякрах мар ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ ҫунана курчӗ: ҫуна патӗнче Аксинья тӑрать.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий халтан кайнӑ вӑкӑрӗсене тӑварса ячӗ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ман айӑпӑм мар, хӗрарӑмсен айӑпӗ, — тет старик куларах, чӗн пушӑпа вӑкӑрӗсене васкатса.— Не моя вина, бабья! — усмехался старик и торопил быков плетенным из сырца кнутом.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑкӑрӗсене тӑварчӗҫ те курӑк ҫине кӑларса ячӗҫ, лавӗсем ҫул ҫинех юлчӗҫ, хӑйсем хӳшӗ умне пӗр ҫавра пулса ларчӗҫ те чӗлӗмӗсене тивертсе ячӗҫ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Жань Ю пушшипе сулкаласа илчӗ, «кайрӑмӑр» терӗ те вӑкӑрӗсене — кӳме тапранса та кайрӗ.Жань-ю взмахнул кнутом, крикнул «пошел», и повозка тронулась.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

— Хӑшӗсем пӗве патне вӑкӑрӗсене тытма кайрӗҫ Хӑшӗсем аякри пусӑра сухалама та пуҫланӑ.— Какие за быками к пруду пошли, какие уже гнутся на дальней пашне.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ун ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ, унтан вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те сухаланӑ ҫӗртен тухрӗ.Давыдов долго провожал ее глазами, потом выпряг быков, вышел с пахоты.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвел аннӑ чух Давыдов сухалама ӳкнӗ пусӑ вӗҫӗнче вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те хӑмӑчӗсене хыврӗ.На закате солнца Давыдов выпряг в конце гона быков и разналыгал их.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах тӗттӗмленнӗ тӗле Кондрат Майданников та вӑкӑрӗсене стан патне хӑваласа пырса тӑратрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ толстовка кӗпи аркипе пит-куҫне шӑлса типӗтнӗ вӑхӑтра Кондрат хӑйӗн вӑкӑрӗсене те, унӑнне те кӳлсе тӑратрӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ:Пока Давыдов вытирал лицо подолом парусиновой толстовки, Кондрат запряг своих и его быков, крикнул:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сана калатӑп, факт! — кӑшкӑрса каларӗ Давыдов, вӑкӑрӗсене ӳрӗк-сӳрӗккӗн тӑварса таракан Атаманчукова.Тебе говорю, факт! — крикнул Давыдов Атаманчукову, неохотно выпрягавшему быков.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑмсем вӑкӑрӗсене пӑрахсах Щукаре курма пухӑнса тӑраҫҫӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑкӑрсем пӑхаканнине утӑ сарайне питӗрсе лартнӑ та, вӑкӑрӗсене салта-салта илсе, хире хӑваласа тухнӑ.Воловника заперли на сеновале, а быков поотвязали и погнали в степь.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Ҫавӑн пек меслетпе вӗсен вӑкӑрӗсене шӑнтса пӗтер!
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Колхоза кӗменнисем, вӑкӑрӗсене пусса пӗтерсен, мӗнпе акӑпӑр-ха вара?А на чем будем сеять, ежели не вступившие в колхоз быков перережут?
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959