Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

бригадӑри (тĕпĕ: бригада) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май пулсан, эпӗ хам бригадӑри тусӑмсенчен уйрӑлсах сирӗн бригадирӑр пулса тӑрӑттӑм.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ман бригадӑри ҫынсем яланах ик-виҫ ҫыншӑн ӗҫленӗ, ӳлӗм те ӗҫлӗҫ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсӗ ху мӗнле пӑхатӑн бригадӑри хирӗҫӳ ҫине? — ыйтрӑм унран, ҫакна пӗлни шутсӑр кирлӗ пек.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Строительство управленийӗнче вӗсем бригадӑри хирӗҫӳ пирки пачах та шарламан, теҫҫӗ, «урӑх ҫӗрте ӗҫлесе пӑхар-ха тата», тесе ҫеҫ каланӑ пулать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран, очерк алҫырӑвне бригадӑри строительсене вуласа панӑ хыҫҫӑн, Аликов ман пата пычӗ те: «Эпӗ вӑл Аликов, тавах сире ман пирки ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн», — терӗ, аллӑма тытса хытӑ чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ак мӗнле тӑвас терӗм: чи малтан строительство управленийӗн пуҫлӑхӗсене тӗл пулас, вӗсене ҫырупа паллаштарас; ҫапла-ҫапла, бригадӑри лару-тӑрӑва лайӑх ӑнланса ҫитсе, статья ҫырма шутлатӑп, пулӑшсамӑр, теес.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадӑри лару-тӑрӑва манӑн унти ҫынсенчен ыйтса мар, хам куҫпа курмалла, хамӑн ӑнланса илмелле, витӗр пӗлсе ҫитмелле, туймалла.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла тума сӗнчӗ редактор: стройкӑна тепре каймалла та бригадӑри лару-тӑрӑва тӗплӗ пӗлсе ҫитмелле, вара бригада ӗҫне тӗрӗс хак паракан, конфликт сӑлтавӗсене уҫса кӑтартакан статья ҫырмалла.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадӑри строительсем хушшинче конфликт сиксе тухни, эсӗ ҫавна сисейменни, паллах, аван мар.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна акӑ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче «Малалла» колхозӑн Шӑпчӑккассинчи бригадӑри йӗтем ҫинче «Боевой листок» кӑларма хушнӑ, вӑл иккӗвиҫҫӗ кӑларнӑ та лӑпланнӑ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вӑт кулӑш, сана эпӗ хамӑр бригадӑри чи хӑюллӑ хӗрарӑм тесе шутлаттӑмччӗ, эсӗ ав шапаран та хӑратӑн.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

2022 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Лариса Головина (ӗне сӑвакан оператор), Алевтина Перцева (пӑру пӑхакан оператор), Владислав Изратов (тракторист), Вячеслав Капламов (комбайнер), Юрий Сусметов (водитель), Борис Кузьмин (ӗне сӑвакан оборудование ӗҫлеттерекен) «Професси енӗпе чи лайӑххи» ята тивӗҫрӗҫ, Надежда Трифонова (выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан), Альбина Сусметова, Людмила Соловьева (тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнса ӗҫлекенсем), Валерий Пыркин (механик-диспетчер) кооперативри Хисеп хӑми, Людмила Перцева (1-мӗш бригада), Алексей Васильев (2-мӗш бригада), Анатолий Романов, Ирина Павлова, Леонид Головин (3-мӗш бригада) ячӗсем бригадӑри Хисеп хӑми ҫине ҫырӑнчӗҫ, Анатолий Мижеров, Леонид Головин, Владимир Васильев, Сергей Абрамов механизаторсене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗрте тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, Лидия Капламовӑпа Алевтина Марковӑна, Сергей Смирновпа Станислав Соловьева тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ятпа саламларӗҫ.

Помоги переводом

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Бригадӑри лашасен хуҫи — бригадир.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадӑри хӗрсем Назиба ниепле те хӑйсенпе пӗрле илесшӗн пулмарӗҫ, вӗсем ӑна, шӑнса пӑсӑлатӑн тесе, килте юлма тархасларӗҫ, анчах бригадир вӑрҫса ҫеҫ тӑкрӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан бригадӑри темиҫе хӗрарӑм васкаса вырнӑ хушӑра пучах тӑкӑннине ним вырӑнне хумасӑр ӗҫлерӗҫ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян та, виҫҫӗмӗш бригадӑри ҫынсем ӑмӑртӑва чӗнсен, Зоя вӗсем чӗннине хӑпартлансах йышӑнчӗ, пирӗн начар ӗҫлекенни ҫук, Карачӑм пӗччен мӗне тӑрать, терӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Апла правленине каймасть, тӳрех итем ҫине пырать, — вӗҫрӗ шухӑш Маринен. — Лекет паян ман бригадӑри тырӑ ҫапакансене!

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ӗҫ ҫынна пит ывӑнтарать, ҫавӑнпа бригадӑри рабочисем улшӑна-улшӑна ӗҫлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней