Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аскӑн сăмах пирĕн базăра пур.
аскӑн (тĕпĕ: аскӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — 24. эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн; 25. кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.

23. И после всех злодеяний твоих, - горе, горе тебе! говорит Господь Бог, - 24. ты построила себе блудилища и наделала себе возвышений на всякой площади; 25. при начале всякой дороги устроила себе возвышения, позорила красоту твою и раскидывала ноги твои для всякого мимоходящего, и умножила блудодеяния твои.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Тир хулине аскӑн арӑм ҫинчен мӗн юрлани ҫитӗ: 16. «кӗсле ил, хула тӑрӑх ҫӳре, манӑҫа тухнӑ аскӑн арӑм!

По окончании же семидесяти лет с Тиром будет то же, что поют о блуднице: 16. «возьми цитру, ходи по городу, забытая блудница!

Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Израиль хӗрӗсенчен аскӑн арӑм тухмалла мар, Израиль ывӑлӗсенчен аскӑн ар тухмалла мар.

17. Не должно быть блудницы из дочерей Израилевых и не должно быть блудника из сынов Израилевых.

Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑ хура ӗҫре телевизор, аскӑн ӗҫе вӗрентекен тӗрлӗ ирсӗр хаҫат-журнал, никама сума сумасӑр (ирӗккӗн) пурӑнма вӗрентекен кӗнекесемпе радио-передачӑсем питӗ малта пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта ӑна басмачсен аскӑн пули йывӑр амантнӑ пулсан та, вӑл ҫӗнтернӗ.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Аскӑн кинне пӑрахса кайнӑшӑн Ҫтаппана мухтарӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал сӗмсӗркке этемсем аскӑн пурнӑҫа юратаҫҫӗ, хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтерессишӗн укҫине шеллемеҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула путсӗр каччине, вӑл эрех ӗҫнине, картла вылянине тата ют ҫӗршывра ҫӳренӗ чухне аскӑн хӗрарӑмсемпе явӑҫнине пӗтӗм ял пӗлнӗ, эсӗ ҫеҫ нимӗн те пӗлмен, пӗлме те тӑрӑшман.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Анчах та аскӑн Шывхуҫи ӑна тиркенӗ, Ешӗлпие илнӗ-мӗн.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Ҫак ҫын нивушлӗ курнӑ-пӗр хӗрарӑм ҫумне ҫыпҫӑнакан аскӑн арҫын? — тесе шухӑшлать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Аскӑн кӗсре! — ҫухӑрать хӑй.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗри — ял совет председателӗ, тепри — унӑн еркӗнӗ, хӗр пуҫҫӑн ача тунӑ аскӑн хӗрарӑм.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аскӑн ҫиле кайран уйра шыра вара!

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫавӑн чухне аскӑн майра-патша янӑ ирсӗр ҫынсем ҫакӑнта ҫӗмӗрсе кӗнӗ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗмӗш Кӗтерне патша текен аскӑн хӗрарӑм ҫарӗ, Михельсон, Бибиков, Дибич.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен-туман ҫӗртенех аскӑн ҫил сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпӑр кӗвви, туй ҫемми Чуна ҫӗклентсе ярать, Аскӑн шӑпӑр этемми Пӗтӗм чунне кӑларать:

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Сирӗншӗн эпӗ аскӑн, Манӑн каччӑ каскӑн, — Юрать, туя пӑсӑр, Ҫапах, пире пулмӗ сӑсӑр!

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ан куклен, аскӑн хӗр!

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней