Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асапланнине (тĕпĕ: асапланни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тӑван ҫӗр-шывне пӑрахса килнӗ вырӑс ҫынни чунӗпе мӗнле асапланнине лайӑх курчӗҫ.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ те хӗрӗ мӗнле асапланнине курса хӑйӗн ӑшӗнче урӑх нихӑҫан та хӗрне ҫар ӗҫне вӗренме хистемӗп терӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑваркуҫӑн хӑйӗн юлташ хӗрӗ мӗнле асапланнине курса чунӗ ыратрӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Малалли куплетсенче: «Пӗлместӗп, пӗлместӗп мӗншӗн асапланнине» тесе юрлани Эльгеевшӑн Соня хӑйӗн туйӑмне каласа панӑ пекех тунӑннӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси аппӑшне тем пек шеллесен те — ӑсӗ унӑн ытла та кӗрет кӳрентерӳшӗн асапланнине тӳссе ҫитереймест; калӑпӑр — ешӗл йывӑҫ хӑйӗн ҫине типӗ вулӑ ӳксе пусӑрӑнтарнине тӗрӗс тесе йышӑнайман пекех.

Как ни жалела Джесси сестру, — разум ее отказывался исходить мукой по причинам непоправимым, как не могло бы зеленое дерево признать праведным гнет упавшего на него сухого ствола.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Триптихӑн сылтӑм енче — нумаях пулмасть ҫеҫ-ха хӑйӗн чапӗпе мухтанса та мӑнаҫланса ларнӑ ватӑ юман асапланнине куратӑн..

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ултӑ сехет ҫитеспе унӑн чӑтӑмлӑхӗ пӗтрӗ те, вӑл хулан йывӑҫ пахчине чуптарчӗ — йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ тӑшманӗ еплерех асапланнине хӑйӗн куҫӗпе курас килчӗ унӑн.

В шестом часу он не выдержал и побежал в городской сад, чтобы воочию полюбоваться отчаянным положением врага.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Курайманлӑхӗ тулса пынӑран ӑна темӗнле пылак туйӑм ҫавӑрса ҫупӑрларӗ, ҫак самантра вӑл тӑшманӗ асапланнине туйса ӑна савмах, тав тумах хатӗрччӗ.

Он испытывал сладчайшее чувство утоляемой ненависти, почти переходящей в обожание врага, в благодарность к его мучениям.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Телегин та кунта ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, темле каска ҫинче, хӑйӗн хулпуҫҫи ыратать пулин те, ентеш хӗрарӑм асапланнине шеллесе пӑхса ларатчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка тыткӑнра чухне выҫӑхнӑ хыҫҫӑн пӑртак ҫинипех епле асапланнине аса илчӗ те, йӑмӑкӗ валли тепӗр чӗл касса, кулача сентре ҫине кайса хучӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка кӑна, Давид ыратнипе питне пӗркелентерсе асапланнине кура, ӑна мӗнпе те пулин пулӑшма пулчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти хӗрарӑмсем Бетси тавра вӗтеленнӗ вӑхӑтра вӑл ыратӑва хӑй тӳсмест пулин те ют ҫын асапланнине питӗ ҫивӗч туйрӗ.

В то время, как другие женщины хлопотали около Бетси, он пережил ощущение острого чужого страдания, которое не мог испытать сам.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ывӑлӗ ҫывӑраймасӑр асапланнине курсан амӑшӗ «васкавлӑ пулӑшу» чӗнчӗ.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Саша хӑй те асапланнине сисет-ха вӑл.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Гришӑна ҫуратсан Лиза мӗнле хурланса асапланнине каялла тавӑрас килмерӗ ун.

Ей не хотелось возвращать тот момент, с каким нежелание Лиза приняла, когда она родила Гришу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Акӑ вӑл аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те хыттӑн каласа хучӗ: «Тура пире чӑтӑмлӑх патӑр: ҫакӑнта тӑракан, тyppа ӗненмен мӗнпур путсӗр ҫынсен христианин мӗнле асапланнине илтмелле ан пултӑр! пирӗнтен никам та пӗр сӑмах та ан калатӑр!»

Поднял руку вверх и произнес громко: — Дай же, боже, чтобы все, какие тут ни стоят еретики, не услышали, нечестивые, как мучится христианин! чтобы ни один из нас не промолвил ни одного слова!

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Андрий чунӗпе пӑртак лӑпланчӗ те вӑл хӑйӗн ҫав тери илемлӗ пӳрнисемпе ҫӑкӑр хуҫса илсе ҫинине пӑхма тытӑнчӗ; сасартӑк вӑл паҫӑр выҫӑпа аптранӑ ҫын мӗнле асапланнине, пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫине хыҫҫӑн куҫ умӗнчех вилсе выртнине аса илчӗ.

С неизъяснимым наслаждением глядел Андрий, как она ломала его блистающими пальцами своими и ела; и вдруг вспомнил о бесновавшемся от голода, который испустил дух в глазах его, проглотивши кусок хлеба.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пахчаҫӑ, роза мӗнле асапланнине курса, шӑпчӑка айӑплама шут тытать.

Садовник увидел, как страдает роза, пожалел ее и решил наказать соловья.

Розӑпа шӑпчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Фома ун ҫине темӗнле иккӗллӗ туйӑмпа пӑхса тӑнӑ: вӑл Ежова шелленӗ, ҫав вӑхӑтрах, леш епле асапланнине курма ӑна кӑмӑллӑ та пулнӑ.

Фома смотрел на него со странным, двойственным чувством: он и жалел Ежова, и приятно было ему видеть, как он мучается.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней